Çуркуннепе Ĕç уявне Шупашкарта анлăн паллă тунă

 


Çуркуннепе Ĕç уявне Шупашкарта анлăн паллă тунă, Шупашкарăн тĕп урамĕсемпе 32 пин ытла çын утнă. Демонстрацире Чăваш Енри организацисемпе предприятисенче тăрăшакансем, тĕрлĕ политика партийĕн членĕсем хастаррăн хутшăннă. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн тата профсоюз ушкăнĕсем чи нумайисем пулнă, вĕсен шучĕ 30 пин çынтан та иртнĕ.  Уява Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова, Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн пайташĕ Вадим Николаев, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев, «Чувашрессовпроф» республикăри профсоюзсен пĕрлештернĕ организацийĕн Председателĕ Анатолий Коршунов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» пĕтĕм Раççейри политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарьĕ Николай Малов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăннă. Уявăн тĕп мероприятийĕ Шупашкарти Хĕрлĕ лапамра иртнĕ. Пысăк хăнасем пуçтарăннă халăха Çуркуннепе Ĕç уявĕ ячĕпе саламланă. Çу уйăхĕн 1-мĕшĕ пурсăмăра та пĕрлештерекен уяв пулса тăнине, килĕшӳпе туслăха çирĕплетекен пулăм тесе каланă Михаил Игнатьев хăйĕн саламĕнче. «Çак уява, чăннипех те халăх пĕтĕм чунтан юратать.  Пирĕн ăнăçусем – халăхăн паттăрла ĕçĕ. Паян эпир пурсăмăр та пĕрле. Пĕрлĕхре пирĕн вăй», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май. Çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани парса çитĕнтернĕ сумлă ветерансене уйрăммăн палăртса тав сăмахĕсем каланă. «Чувашрессовпроф» профсоюз организацийĕн Чăваш Енри пĕрлешĕвĕн  Председателĕ Анатолий Коршунов хăйĕн саламĕнче, çак çăмăлах мар лару-тăрура, уйрăмах ĕç çыннине хисеплени, пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă. Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова хăйĕн саламĕнче уява пуçтарăннă халăха саламланă май, çак çутă та пысăк уява палăртма пурте хавас тесе пĕлтернĕ. Шăпах та, мероприятине Чăваш Ен ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлекен çынсем пухăннине каланă. Пӗтӗм чунтан тӑнӑҫлӑхпа ҫураҫулӑх, ҫирӗп сывлӑх, телей, ҫуралнӑ ҫӗр тата ҫӗршывӑмӑр ячӗпе ӗҫре ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тума суннă. Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов ĕç ушкăнĕсене уйрăммăн палăртса хăварнă, вĕсене малашне те ĕçре ăнăçусем суннă.  «Чăваш Ен пуласлăхĕ пирĕнтен килет. Шанатпăр, пирĕн пĕтĕмпех йĕркеллĕ пуласса», - тенĕ Леонид Черкесов.  Чӑ­ваш ӗҫ ҫыннийӗ хӑйӗн ӗҫчен­лӗхӗпе, тӑрӑшулӑхӗпе, яваплӑ та тӳрӗ кӑ­мӑл­лӑ пулнипе таврара ырӑ ят ҫӗнсе илнине асăннă «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарьĕ Николай Малов. «Пирĕн Аслă Çĕнтерӳ çăлтăрĕ» акцийĕн  командирĕ Павел Григорьев çак акци ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче старт илнине пĕлтернĕ. Акцине хутшăнакансем 20 м. тăршшĕ Çĕнтерӳ ялавне Хĕрлĕ лапама илсе килнĕ. Уявра Чăваш Енри ĕç династийĕсене саламланă.  Ĕç çыннисене социаллă сферăра, экономикăра тата ытти пайра та уйрăммăн палăрнă. Пĕтĕмпе мероприятире 26 ĕç династине хакласа чысланă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăçал Ĕç çыннин çулталăкĕ пулнине асăннă. «Раççейпе Чăваш Ен ĕç çыннипе маттур.  Эсир экономикăна çирĕппĕн аталанса пыма витĕм кӳретĕр.  Курăмлăн ĕçлесе пынине кура, республика пĕр тан тăнăçлă аталанса пырать. Пысăк çитĕнӳсене ĕçпе кăна çĕнсе илме пулнине эсир пĕр хуччен çеç мар кăтартса пама пултартăр. Тайма пуç сире, Чăваш Енĕн ĕçчен çыннисене», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Çуркуннепе Ĕç уявĕн мероприятийĕ хаваслă юрă-ташăпа вĕçленнĕ.  Тĕплĕнрех

 



04 мая 2016
08:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter