Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Çĕнтерĕвĕн янăравлă сассисем» ятпа иртнĕ фестивале çитсе килнĕ

 Çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Çĕнтерĕвĕн янăравлă сассисем» ятпа иртнĕ фестивале çитсе килнĕ. Мероприятине ултă пине яхăн республикăри шкул ачисем пуçтарăннă. «Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ ҫынсене вăрçă фрон­чӗсенче тӑш­мана хи­рĕç хастарлăн çапăçса Аслă Ҫĕнтерĕве çывхартма паха тӳ­пе хывнăшăн, çапăçу хирӗнче пуç­не хунă тата сурансене пула госпитальсенче вилнӗ салтаксене ĕмĕрех асра тытар. Вĕсем пире пурсăмăра та мирлĕ пурнăç парнеленĕ. Эпир пысăк парăмра», - тесе каланă Михаил Игнатьев фестивале пухăннă çамрăксене саламланă май.  Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин тĕнчере мирлĕ пурнăç пултăр тесе сахал мар тăрăшать.  Тĕрлĕ наци çыннисене пĕрне-пĕри хисеплемелли пирки тăтăшах аса илтерсе пырать, пур халăхсен те тĕнчере туслă пулмалли пирки калать.  Çулсерен вăрçă паттăрĕсен шучĕ сайраланса пырать, анчах та вĕсен ырă ячĕсем пирĕн чĕрере ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлнă.  Паян пирĕн республикăра пĕтĕмпе 1250 вăрçă ветеранĕпе вăрçăра сусăрланнă çынсем,  18 пин ытла тыл ĕçченĕсене шута илнĕ.  Çакăн йышши мероприятисене йĕркелесе ирттерни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă Михаил Игнатьев ветерансене, шкул ачисене, ашшĕ-амăшĕсене  саламланă май, уйрăмах çитĕнекен ăрушăн тесе палăртнă.   Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов мероприятине йĕркелекенсене тав тунă, паянхи пек уяв йăлана кĕрсе пырассине шанса каланă. «Çĕнтерӳ кунĕ пурсăмăршăн та чи пысăк пулăм. Пурне те вăйлă тума пулăшать, пĕрлештерет», - тенĕ. Уяв мероприятийĕ çав тери çӳллĕ шайра иртнĕ, савăк кăмăл парнеленĕ, парад пурин чунне те  хавхалантарса янă. 



06 мая 2016
07:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter