Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 71 çул çитнĕ ятпа Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева ăшшăн саламланă


Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович  Путин Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 71 çул çитнĕ ятпа Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева ăшшăн саламланă.   «1945 çул пирĕнтен аякка, аякка юлса пырать пулин те, пур-пĕрех çу уйăхĕн 9-мĕшĕ пурин асĕнче те. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăрлăхпа палăрнă салтаксем нихăçан та асран тухмĕç.  Пире валли тата пулас ăру валли нихăçан манми мирлĕ те тăнăç пурнăç парнеленĕ. Эпир Çĕнтерӳçĕсен умĕнче ĕмĕрлĕх парăмра. Сире ăнăçусем, чи ыррине çеç сунатăп», - тесе çырнă хăйĕн салам йĕркисенче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин.

Михаил Игнатьева Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев саламланă: «Çу уйăхĕн 9-мĕшĕ кашни çыншăн çутă та хаклă уяв. Пирĕнтен кашни ăна хăйне евĕр чун-чĕререн кĕтсе илет.  Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хăйсене шеллемесĕр тăшманпа çапăçнă паттăрсен ячĕсене таса туйăмпа яланах асра тытатпăр.  Вăрçă хыççăн та сахал мар çĕршыва ура çине тăратассишĕн ырми-канми ĕçленисене те ырăпа яланах асăнатпăр. Пирĕн асаилӳсенче паттăр, чăтăмлă çĕнтерӳçĕсен ячĕсем ĕмĕрлĕхех асра. Сире тата Сирĕн çывăх çыннăрсене çирĕп сывлăх, ăнăçусем тата ыррине çеç сунатăп», - тенĕ салам йĕркисенче.

 «1945 çул çу уйăхĕн 9-мĕшĕ Раççейри мĕнпур çынна пĕрлештерсе тăракан уяв. Вуншар, вуншар çулсем иртсе пыраççĕ пулин те, Аслă Çĕнтерӳ çăлтăрĕ çутăран та çутăрах ялкăшса пырать, пирĕн халăхăн никама пăхăнманлăхне çирĕплетет.   Хăйсен пурнăçне, вăйне шеллемесĕр,   çарта та тылра та тăрăшнă, тĕнчене тăшманран хăтарнă паттăрсене пуç таятпăр, вĕсене тав тăватпăр.   Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин тумхахлă çулĕсене яланах асра тытăпăр.  Пирĕн чĕремĕрсенче те упранĕ, пурăнĕ. Сире тата Сирĕн çывăх çыннăрсене сывлăх, тăнăçлăх, ăнăçусем тата ыррине сунатпăр», - тесе çырнă саламра Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн Председателĕ Валентина Матвиенко.  

  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе Раççей Федерацийĕн Аслă Сучĕн Председателĕнчен Вячеслав Лебедевран, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсенчен, федераци субъекчĕсен ертӳçисенчен, республикăри тĕрлĕ федераци службисен пуçлăхĕсенчен, регионти муниципалитетсен ертӳлĕхĕсенчен  кулленех салам çырăвĕсем килсе пыраççĕ.  Палăртма кăмăллă, республикăра пурăнакан ахаль çынсем те тăтăшах саламсем  Михаил Игнатьев патне яраççĕ. Федерацин Çул-йĕр агенствин ертӳçи  Роман Старовойт хăйĕн саламĕнче çак çывхарса килекен уяв пурсăмăра та пĕрлештерсе тăракан асамлă вăй пулса тăнине, нихăçан та асран тухмĕ тесе хакласа çырнă.   «Эпир ҫӗршывӑмӑршӑн питех те йывӑр килнӗ ҫулсене тивӗҫлипе тӳссе ирттернӗ тата пире ҫӗнтерӳ парнеленӗ паттӑрсене, Тăван çĕршыва хӳтĕленĕ салтаксене яланах асра тытма тивĕç», - тенĕ Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн Правлени Председателĕ Антон Дроздов саламра.      



06 мая 2016
10:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter