Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе, тыл ĕçченĕсемпе, вăрçă хирĕнче пуçне хунă паттăр салтаксен тăлăх арăмĕсемпе тĕл пулнă

 


Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 71 çул çывхарса килнĕ май, республикăри мĕнпур муниципалитетсенче уявсем ирттереççĕ, вăрçă ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене сумлăн саламлаççĕ. Çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Вега» сывлăха çирĕплетекен центрта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе, тыл ĕçченĕсемпе, вăрçă хирĕнче пуçне хунă паттăр салтаксен тăлăх арăмĕсемпе тĕл пулнă. Пĕтĕмпе мероприятине 100 ветеран хутшăннă. Сумлă ентешсене саламлама Чăваш Республикин ĕç тата социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Татьяна Богданова, республикăри ветерансен организацийĕн председателĕ Анатолий Пукки килсе çитнĕ. Вăрçăн тумхахлă çулĕсем хыççăн, çĕршыва ура çине тăратма ырми-канми тăрăшнă ветерансене чĕререн тав сăмахĕсем каланă Михаил Игнатьев. Паян пĕтĕм халăха пĕрлештерсе тăракан Çĕнтерӳ кунĕ чи пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм. Вăрçă çулĕсем аякка, аякка иртсе пыраççĕ пулин те, анчах та кашнин чĕринче вăл тарăн йĕр хăварнă.  Ветерансене ҫитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас, çамрăксен чу­нĕнче хамăрăн çĕршывпа мăнаçланас туйăма çирĕплетес тата унăн шăпишĕн явап­лă пулнине ăша хыв­ма пулăшас тĕлĕшпе тăвакан пархатарлă ӗçшĕн чĕре­рен тав тунă.   Пирĕн республикăра Тăван çĕр­шывăн Аслă вăрçине халал­ла­нă асăну вы­рăнĕ­семпе сооруженийӗсем пин ытла, çав шутра обелисксемпе мемориалсем, па­лăксемпе стелăсем, асă­ну паллисем. Çĕршывăмăрăн ирĕк­­лĕхĕпе ни­­кама пă­хăн­ман­лă­хĕшĕн хăйсен пур­нăç­не панă паттăрсен па­лă­кĕ­сене пĕтĕмпех тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. «Эпир сирĕн ĕçсене малалла тăсса пыратпăр», - тесе каланă Михаил Игнатьев ветерансене саламланă май.  Регионта экономика ăнăçлă аталанса пырать, социаллă сфера çирĕп. Кулленех шкулсем, ача сачĕсем хута каяççĕ. Халăха пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес ĕç те кирлĕ пек шайра пулса пырать. Юлашки çулсенче пурĕ 100 ФАП уçнă. Малашлăхра тата та 50 учреждени хута яма тĕллев лартнă. 2016-мĕш çулта республикăри онкологи диспансерне хута яма палăртса хунă. Республика Правительстви хăй çине илнĕ пур социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене те тĕплĕн яваплăха туйса татса панине асăннă Михаил Игнатьев. Регионта пурăнакан 346,4 пин çынна тĕрлĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ пулăшусемпе тивĕçтерме 2016-мĕш çулта 7 млрд. тенкĕ пăхса хăварнă. Республикăра тăваттăмĕш çул демографи лару-тăрăвĕ ырă енне улшăнса пыни пурне те савăнтарать.  Çĕр çултан та иртсе пурăнакансем вара пуриншĕн те тĕслĕх пулса тăраççĕ. Вăрçă ветеранĕсене, тыл ĕçченĕсене Михаил Игнатьев çурт-йĕр çавăрма ирĕк паракан свидетельство парса чысланă. Хисепе тивĕçнĕ сумлă ветерансем: Дина Константинова, Мария Михайлова, Елена Милютина, Мария Митрофанова, Зинаида Элеменкина. Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа ветерансем сăмах пуçарнă май, хăйсем пирки каласа кăтартнă, вăрçăн тумхахлă çулĕсем пирки аса илнĕ. Эинаида Элеменкина республика ертӳлĕхне уява пухăннă мĕнпур ветерансен ячĕпе хăйсене çакăн пек пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав тунă. Ветеран вăрçă вăхăтĕнче Етĕрне районĕнче колхозра ĕçленĕ пулнă, хыççăн Хĕрлĕ Чутай районĕнче 40 çул ытла географи предметне ачасене шкулта вĕрентнĕ. Чăваш Республикин ĕç тата социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев ветерансене, тыл ĕçченĕсене саламланă май, малашне те патшалăх енчен ветерансене пулăшусем пулассине асăннă. «Патшалăх пирĕн пирки питĕ хытă шухăшлать, пулăшусем çителĕклĕ парать. Республикăри медицина учрежденийĕсенче хамăрăн сывлăха çирĕплетсе пыратпăр.   Калăпăр, «Вега» учрежденире те ветерансене сипленме кирлĕ пек пур условисем çителĕклĕ», - тесе хăй шухăшне пĕлтернĕ ветеран Клавдия Амаюкова. Тăлăха юлнă ветеран, студент пулнă вăхăтра суранланнă салтаксене медицина пулăшăвĕсемпе тивĕçтернине пĕлтернĕ.   Элĕк районĕнче пурăнакан тыл ĕçченĕ Васса Иванова вăрçă хыççăн юхăннă ялсене ура çине тăратма сахал мар вăй хунине каланă. «Эпир, çамрăк хĕрупраçсем çулсем сарнă, уйра ĕçленĕ, торф кăларнă. Паллах, çăмăлах мар пулнă, анчах та Çĕнтерĕве чăтăмсăррăн кĕтнĕ, пирĕн пуласлăх çутă пултăр тесе тăрăшнă», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май ветеран.   Уява пухăннă ветерансене ачасем юрă-ташăсемпе савăнтарнă. Çак кун ветерансемпе пĕрле Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев асăнмалăх йывăç-тĕмсем лартнă. Тĕплĕнрех



06 мая 2016
09:26
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter