Политика тата экономика коммуникацийĕсен агентстви хатĕрленĕ рейтингра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççейри чи пысăк витĕм кӳрекен губернаторсен ушкăнĕнче

Политика тата экономика коммуникацийĕсен агентстви 2016-мĕш çулта ака уйăхĕнче Раççейри субъектсен пуçлăхĕсен витĕмлĕхне пĕтĕмлетнĕ ĕçĕн кулленхи рейтингне хатĕрлесе кăларнă. Ака уйăхĕнче Раççейри субъектсен пуçлăхĕсен витĕмлĕхне пĕтĕмлетнĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççейри чи пысăк витĕм кӳрекен губернаторсен ушкăнне кĕнĕ, Атăлçи федераци округĕнче Михаил Игнатьев хисеплĕ 7-мĕш вырăна тухнă. Ака уйăхĕнче рейтинг ĕçне хатĕрлеме пĕтĕмпе 25 эксперт хутшăннă.    Вĕсем хушшинче: паллă политологсем, политтехнологсем, медиаэкспертсем, журналистсем.  



06 мая 2016
15:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter