Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗн­­­терӳ тунӑранпа 71 ҫул ҫитнӗ ят­­­па саламлани

Хаклӑ ентешӗмӗрсем!

 Сире Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗн­­­терӳ тунӑранпа 71 ҫул ҫитнӗ ят­­­па – тӗнче исто­рийӗн аталанӑвне тӗпрен улӑштарнӑ, ҫӗршывӑмӑра никама пӑ­хӑн­ман тата вӑйлӑ патшалӑх пек, тӗнчене нацизм пусмӑрӗнчен ирӗке кӑ­ларнӑ мал­та пыракан аслӑ ҫӗр­шыв пек ма­лал­ла аталанма майсем туса панӑ пу­лӑмпа  – пӗ­тӗм чунтан са­ламлатӑп.

Пирӗн мӑн асаттемӗрсен паттӑрлӑхӗ ӗмӗрлӗхех вышкайсӑр хас­тар­лӑх тӗс­лӗхӗ, мӑнаҫланмалли пулӑм, Тӑван ҫӗршыв мухтавлӑхӗпе хӑват­лӑ­хӗн сим­волӗ пулса юлӗ.

Ҫав хӑрушӑ вӑрҫӑри ҫӗнтерӗве пирӗн халӑх калама ҫук пысӑк йывӑр­лӑх­­­­сене парӑнтарса, миллионшар ҫынна яланлӑхах ҫухатса, таврӑнми йывӑр та хурлӑхлӑ ҫухатусем тӳс­се ҫӗнсе илнӗ. Ветерансен чӗрисенче ҫав ылханлӑ ҫулсем кӳрсе хӑварнӑ сурансем нихӑҫан та тӳрленеймӗҫ, вӗри куҫҫуль йӳҫекӗ тата чӑтса ирт­тернӗ асап-нуша та манӑҫаймӗҫ.

Анчах йывӑрлӑхсем аслӑ халӑха хуҫайман. Пирӗн ҫӗршыв ӗҫченӗсем вӑр­ҫӑ хыҫ­ҫӑнхи ҫулсенче халӑх хуҫалӑхне кӗске вӑхӑтрах ҫӗнӗрен ура ҫи­не тӑратнӑ, Раҫҫейӗн килес ӑрӑвӗсене мирлӗ пурнӑҫ тӑнӑҫлӑхне, таса тӳпе илем­­­лӗхне парнелес тесе юнлӑ ҫапӑҫусен тата ытла та хӑрушӑ аркатусен йӗр­не ҫӗр питӗнчен шӑлса тӑкнӑ. 

Эпир ветерансен умӗнче ӗмӗрлӗхех парӑмра. Вӗсен паттӑрлӑхӗ паян та пи­ре тӑ­рӑшса ӗҫлеме, тӑнӑҫлӑхпа ырӑлӑх тата тӗрӗслӗх идеалӗсемпе ҫу­нат­лан­са Тӑван ҫӗр­шы­ва чунтан парӑнса тӑма хавхалантарать, ҫамрӑк ӑрӑва пат­­риотла воспитани парса ӳстерме пулӑшать.

Ҫак уяв кунӗнче, айтӑр-ха, пурте хамӑрӑн ветерансене пӗрле саламлар, вӗсене ытларах тимлӗх уйӑрса май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшар, чӗ­ре­мӗр­сен ӑшшине парнелер, чунтан тав туса ҫирӗп сывлӑх, хастар кӑмӑл тата мӗн­пур лайӑххине сунар!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                М. Игнатьев



06 мая 2016
07:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter