Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Атăлçи федераци округĕнчи Федераци хурал службин ятарлă çыхăну тата информаци Управленийĕн пуçлăхĕпе Ринат Гильмутдинов генерал-майорпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Çу уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Атăлçи федераци округĕнчи Федераци хурал службин ятарлă çыхăну тата информаци Управленийĕн пуçлăхĕпе Ринат Гильмутдинов генерал-майорпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Калаçу вăхăтĕнче регионти обществăлла политика лару-тăрăвĕ пирки тĕплĕн сӳтсе явнă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ  тунăранпа 71 çул çитнине хатĕрленсе йĕркеленĕ мероприятисем пирки тĕплĕн калаçнă, çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас ыйтусем çинчен сăмах пуçарнă. Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче паян, регионта «Çĕнтерĕвĕн янăравлă сассисем» ачасен фестивалĕ иртни пирки каласа кăтартнă, уява 6 пин ытла çамрăк хутшăннине пĕлтернĕ. «Çамрăксемпе ĕçлесси, ветерансемпе тĕл пулса калаçасси чи пархатарли. Регионта тăнăçлăха упраса хăварасси тĕп тĕллев», - тенĕ вăл. Ринат Гильмутдинов хăйĕн сăмахĕнче Атăлçи федераци округне кĕрекен регионсенче лару-тăру йĕркеллĕ пулнине каланă, 14 регион хушшинче Чăваш Республики ыттисем танлаштарсан чи лайăххипе палăрнине, обществăлла лару-тăру та пĕр тан ăнăçлă аталанса пынине асăнса хăварнă сумлă хăна. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн та рейтингĕ субъектра чи пысăк пулнине çирĕппĕн каланă.  Тĕплĕнрех



06 мая 2016
06:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter