Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Радио кунӗ ячӗпе саламлани

Ҫыхӑну хатӗрӗсен, радиопа телевиденин хисеплӗ ӗҫченӗсем!

Сире професси уявӗпе – Радио кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Электронлӑ ҫыхӑну хатӗрӗсем общество пурнӑҫӗнче пысӑк вырӑн йы­шӑнса тӑ­­­раҫҫӗ. Радиотелекоммуникаци отраслӗн ӗҫченӗсен професси ӑста­лӑхне пула Чӑ­ваш Енре пурӑнакансем ку чухнехи лайӑх пахалӑхлӑ ҫы­хӑну пулӑшӑ­вӗпе куллен усӑ кураҫҫӗ, республикӑра, ҫывӑхри тата инҫетри ют ҫӗршывсенче пул­са иртекен пу­лӑмсем ҫинчен вӑхӑтра тата тӗрӗс пӗлсе тӑраҫҫӗ.

Пирӗн мухтанмалӑх пур. Кӑҫал Чӑваш Ен радиовӗ хӑйӗн 90 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать, Чӑваш Ен Наци радиовӗ вара 7 ҫул тултарчӗ. Чӑваш Ен Наци ра­ди­овне, Тӑван радиона тата Чӑваш Ен радиовне пирӗн республикӑра кӑна мар, ун ту­лашӗнче те лайӑх пӗлеҫҫӗ. Вӗсен пархатарлӑ ӗҫне пула чӑваш диаспоринчи йӑхташ­сем эфира тӑван чӗлхепе тухакан программӑсене итлеме тата регионта пулса ирте­кен мӗнпур пулӑм ҫинчен пӗлме пултараҫҫӗ. Республикӑра цифра телеви­дени­не ата­лантарас ӗҫ хастарлӑн малалла тӑсӑлать. Чӑваш Ен Наци телевиденийӗ те хӑ­йӗн хыпарлав анлӑхне пысӑклатса пырать.

Паян пирӗн пурнӑҫа мобильлӗ ҫыхӑнусӑр куҫ умне ӳкерме те йывӑр. Чӑваш Ен­ре респуб­ликӑн пӗтӗм терри­то­ринех шанчӑклӑ ҫыхӑнупа тивӗҫтерсе тӑракан ка­рас ҫыхӑнӑвӗн 5 пысӑк операторӗ ӗҫлет. Регионта вӗсене ӑнӑҫлӑ аталантарма пу­лӑшакан хӑт­лӑ майсем тата конкурентлӑ хутлӑх йӗркеленӗ.

Ҫыхӑну отраслӗн тата радиопа телевидени ӗҫченӗсемпе ветеранӗсене кул­лен­­хи ӗҫӗшӗн пӗ­тӗм чунтан тав тӑватӑп.

Эсир халиччен тунӑ ҫитӗнӳсемпе лӑпланса ларас ҫуккине тата ҫыхӑну от­расльне малалла та тухӑҫлӑн аталантарса пырассине ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп. Си­ре ҫӗнӗ ҫу­тӑ проектсем, телейпе ӑнӑҫу тата ырлӑх сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                           М.В.Игнатьев

 



06 мая 2016
14:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter