Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун ячӗпе саламлани

Хаклӑ туссем, хисеплӗ ентешӗмӗрсем!

Сире Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери кун ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

 

Ачасем – пирӗн пуласлӑх! Вӗсем мӗнлерех ҫынсем пулса ҫитӗннинчен, пурнӑҫӑн анлӑ та аслӑ ҫулӗ ҫине мӗнлерех шайри пӗлӳ тата кӑмӑл-сипет пу­ян­лӑхӗн ҫӗклемӗпе тӑнинчен аслӑ Раҫҫейпе пирӗн юратнӑ Чӑваш Енӗн ма­лашлӑхӗ  килет.

Амӑшлӑхӗпе ачалӑха сыхласси, ҫитӗнекен ӑрӑва тӗрлӗ енлӗн аталантармалли майсем туса парасси патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрӗсем шутланаҫҫӗ. Пулас ача амӑшӗсене эпир пепке ҫураличченех пулӑшма тата тимлӗх кӳме тӑрӑ­шатпӑр, ача ҫут тӗнчене сывӑ та савӑнӑҫлӑн килтӗр тесе мӗн кирлине пурне те тӑватпӑр. 

Чӑваш Енре виҫӗ ҫултан аслӑрах пепкесен ача сачӗсенчи черет ыйтӑвне туллин татса панӑ, му­ни­ципалитетсен 60 процентӗнче ҫулталӑк ҫурӑран аслӑ­рах мӗнпур пепкене шкулчченхи вӗренӗве явӑҫтарнӑ.

Чӑваш Енри шкул вӗренӗвӗн тытӑмне ҫӗршыври чи тухӑҫлисенчен пӗри тесе йышӑннӑ. Республикӑра Раҫ­ҫейри чи лайӑх 500-топ шкул, ялти чи лайӑх 200-топ шкул шутне кӗртнӗ шкулсен йышӗ ҫулсерен ӳсет.

Чӑваш Ен ҫӗнӗ шкулсем тӑвакан тата хута яракан Раҫҫейӗн йышлах мар регионӗсенчен пӗри. 2016 ҫулта эпир пӗтӗмӗшле шкул вӗренӗвӗн ты­тӑм­не ла­йӑхлатмалли пӗтӗм Раҫҫейри анлӑ программӑна пурнӑҫлас ӗҫе хут­­шӑнтӑмӑр. Ҫывӑх ҫулсенче республикӑри хуласемпе ялсенче 32 яхӑн шкула ҫӗнетме тата ҫӗнӗрен тума палӑртатпӑр.

Чӑваш Ен ҫавӑн пекех шкулчченхи вӗренӳ тытӑмне аталанарас, физкультурӑпа тата спортпа хутшӑнма майсем туса парас енӗпе те малта пыракан регион шутланать.

Ашшӗ-амӑшӗ ачисен ырӑ малашлӑхне ҫирӗппӗн шанать. Ҫакна халӑх йы­шӗ ӳсни те, ӑна республикӑра тӑваттӑмӗш ҫул шанчӑклӑн шута илетпӗр ӗнтӗ, нумай ачал­лӑ ҫемьесен шучӗ пысӑкланни те ӗненмелле ҫирӗплетеҫҫӗ.

Хаклӑ туссем! Чӑваш халӑхӗн Аслӑ Вӗрентекенӗ Иван Яковлевич Яковлев ҫапла палӑртнӑ: «Воспитани тӗллевӗ – ҫын телейӗ, воспитани мелӗ – савӑнӑҫ». Пирӗн ҫак халала асра тытса хамӑрӑн ачасем телейлӗ, ӑнӑҫуллӑ, ҫирӗп тӗллевлӗ тата килӗшӳллӗ пулччӑр тесе мӗн кирлине пурне те тумалла.

 

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ                                                                 М.В. Игнатьев



01 июня 2016
07:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter