«Пирĕн Раççей, Чăваш Ен пуласлăхĕ эпир ачасене мĕнле воспитани панинчен те нумай килет», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев

  


Паян  Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери куна халалласа республикăри районсемпе хуласенче курăмлă мероприятисем иртеççĕ. Республика Ертӳçи Михаил Игнатьев Шупашкарти социаллă реабилитаци центрĕнче пулнă, ачасемпе курнăçнă, вĕсен шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлнĕ.  Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пынă тапхăрта шăпах та ачасем шăм-шака хускатнă.  Паянхи паллă уява Чăваш Республикин ĕçпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев, Чăваш Енри ачасен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй Вячеслав Рафинов, çӳлерех палăртнă центр ертӳçин тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Ольга Еремина хутшăннă.  Хăнасене ачасем хăйсен аллисемпе ăсталанă япаласене кăтартнă, вĕренме те кăмăлтан çӳренине пĕлтернĕ.  Лариса Толстова воспитательница хăйĕн сăмахĕнче çуллахи вăхăтра ачасемпе арт-терапи ирттернине каланă. Ачасем регион Ертӳçине гипсран ăсталанă хатĕре асăнмалăх парнеленĕ. Палăртса хăваратпăр, çулсерен центра 1200 ытла ача  сипленме килет, ытларах ашшĕ-амăшĕ хӳтлĕхĕсĕр юлнисем, сусăр ачасем тата ыттисем те.

 «Кашни ачана – Чăваш Ен пулăшăвĕ» ятпа çавра сĕтел мелĕпе калаçу ирттернĕ пухăннă ертӳçĕсем, икшер-виçшер ача усрава илнĕ ашшĕ-амăшĕсем.  Чăваш Республикин ĕçпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев  Ачасене хӳтӗлемелли пӗтӗм тӗнчери куна мĕнпур шăпăрлан кĕтнине асăннă, мĕншĕн тесен ачасен кану пуçланать тенĕ вăл. Сăмаха май, çӳлерех асăннă категорире тăракан ачасене патшалăх çителĕклĕ таран витĕм кӳнине, унсăр пуçне ытти социаллă пулăшусемпе те халăха туллин тивĕçтернине каланă.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пухăннисене уявпа саламланă. «Ачасем – пирӗн пуласлӑх! Вӗсем мӗнлерех ҫынсем пулса ҫитӗннинчен, пурнӑҫӑн анлӑ та аслӑ ҫулӗ ҫине мӗнлерех шайри пӗлӳ тата кӑмӑл-сипет пуянлӑхӗн ҫӗклемӗпе тӑнинчен аслӑ Раҫҫейпе пирӗн юратнӑ Чӑваш Енӗн малашлӑхӗ  килет. Амӑшлӑхӗпе ачалӑха сыхласси, ҫитӗнекен ӑрӑва тӗрлӗ енлӗн аталантармалли майсем туса парасси патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрӗсем шутланаҫҫӗ. Пулас ача амӑшӗсене эпир пепке ҫураличченех пулӑшма тата тимлӗх кӳме тӑрӑшатпӑр, ача ҫут тӗнчене сывӑ та савӑнӑҫлӑн килтӗр тесе мӗн кирлине пурне те тӑватпӑр», - тенĕ Михаил Игнатьев.   Халӑх йышӗ ӳснине республикӑра тӑваттӑмӗш ҫул шанчӑклӑн шута илнине, нумай ачаллӑ ҫемьесен шучӗ пысӑкланни те пурне те хавхалантарнине уйрăммăн палăртса хăварнă,  Чӑваш Енре виҫӗ ҫултан аслӑрах пепкесен ача сачӗсенчи черет ыйтӑвне туллин татса панине, муниципалитетсен 60 процентӗнче ҫулталӑк ҫурӑран аслӑрах мӗнпур пепкене шкулчченхи вӗренӗве явӑҫтарнине каланă. «Раççей Президенчĕ Владимир Путин пирĕн ума регионсенче çĕнĕ шкулсем лартма тĕллев лартать. Пирĕн республикăн тĕп хулинче, Гладков урамĕнче те кăçал çĕнĕ шкулăн строительство ĕçне хута яма пуçласси паллă», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. «Чӑваш Ен ҫӗнӗ шкулсем тӑвакан тата хута яракан Раҫҫейӗн йышлах мар регионӗсенчен пӗри. 2016 ҫулта эпир пӗтӗмӗшле шкул вӗренӗвӗн тытӑмне лайӑхлатмалли пӗтӗм Раҫҫейри анлӑ программӑна пурнӑҫлас ӗҫе хутшӑнтӑмӑр. Ҫывӑх ҫулсенче республикӑри хуласемпе ялсенче 32 яхӑн шкула ҫӗнетме тата ҫӗнӗрен тума палӑртатпӑр», - тенĕ вăл. Амӑшлӑхӗпе ачалӑха сыхласси, ҫитӗнекен ӑрӑва тӗрлӗ енлӗн аталантармалли майсем туса парасси патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрӗсем шутланаҫҫӗ. Пулас ача амӑшӗсене пепке ҫураличченех пулӑшма тата тимлӗх кӳме тӑрӑшать патшалăх, ача ҫут тӗнчене сывӑ та савӑнӑҫлӑн килтӗр тесе мӗн кирлине пĕтĕмпех пурнăçлать, бюджетран сахал мар укçа-тенкĕ куçарать.  Центр ачасен пĕлĕвне шайлаштарса пырать, пурнăçра хăйсене тупма пулăшать.  Бюджет хĕсĕк пулин те, пурпĕрех социаллă пулăшусем упранса пыраççĕ, вĕсене валли 7 млрд. тенкĕ пăхса хăварнă. Республикăри çынсен ĕç укçин шайĕ те хăпарни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Кăçалхи çула Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе палăртнă, çавна май ĕçпе тивĕçтерекенсене çитĕнӳсемпе палăрнисене патшалăх наградисемпе тивĕçтерме чĕнсе каланă Михаил Игнатьев. Чăваш Енри ачасен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй Вячеслав Рафинов ачасем яланах хӳтлĕх кĕтнине асăннă. Паянхи пурнăç таппинче ытларах шăпăрлансем Интернет урлă хыпарсене вуласа пĕлнине каланă, кĕнеке уйрăмах сахал вуланине пĕлтернĕ. Пепкесемпе пĕрле юмахсене, калавсене вуламаллине каланă,  нумай ача усракан çемьесене юмах тĕнчиллĕ кĕнекесем парнеленĕ. 

 Тамара Царева йышлă çемье тытса пырать, вăл Михаил Игнатьева нумай ачаллă çемьесене пысăк витĕм кӳнĕшĕн чĕререн тухакан тав сăмахĕсем каланă. Тин çеç 11-мĕш классран вĕренсе тухакан Мария Антонова, аслă шкулсене вĕренме кĕнĕ чух пулăшусем пуррипе çукки çинчен ыйтса пĕлнĕ. Тăлăх ачасене яланах патшалăх кирлĕ пек пулăшусемпе тивĕçтернине асăннă ертӳçĕсем. Юлашкинчен пурте пĕрле пухăнса «Солнечный круг» ачасем юрлама юратакан юрра шăрантарнă. Уяв çав тери кăмăллă иртнĕ.  Тĕплĕнрех 



01 июня 2016
16:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter