Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Энергия» стадионра Раççейри Адвокатсен кунне халалласа ирттернĕ спорт ăмăртăвне хаваслă лару-тăрура уçнă çĕре хутшăннă

 


Çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  Раççейри Адвокатсен кунне халалласа ирттернĕ спорт ăмăртăвне хаваслă лару-тăрура уçнă çĕре хутшăннă, професси уявне спорта халаллани çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă.  Спорт пĕр-пĕринпе чуна уçса калаçма, сывлăха çирĕплетме май панине асăннă республика Ертӳçи.  «Раççейре спортпа туслă  чи вăйлă регион ятне Чăваш Республики çĕнсе илнĕ.  Чăннипех те, регионта спорт объекчĕсем сахал мар çĕкленсе пыраççĕ, пурĕ 57 спорт шкулĕнче 34 пин ача хăйсен ăсталăхне туптать. Массăллă спортра чи вăйлисене те шыраса тупма меллĕ.  Палăртса хăвармалла, кăçал республикăра Раççей шайĕнче 56 ăмăрту ирттерме палăртса хунă.  Çав тери паха, адвокатсем те сывă пурнăç йĕркине кăмăл туни», - тесе палăртса каланă республика Ертӳçи.  Обществăшăн адвокатсен витĕмлĕхĕ çав тери пысăк пулнине асăннă.   «Эсир хăвăра шанса панă ĕçе яваплăха туйса пурнăçлатăр, граждансен интересĕсене хӳтлессишĕн тăрăшатăр. Çынсене квалификациллĕ пулăшу пани те никамшăн та вăрттăнлăх мар, халăх сире шанать», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Ĕçре çитĕнӳсемпе палăрнисене патшалăх наградисене парса чысланă. Чăваш Республикин Адвокатсен палатин президенчĕ Елена Кузьмина Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева асăннă службăна влаç органĕсенче тăрăшакансем пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав тунă. Паянхи куна илес пулсан, вĕсен организацинре пурĕ 338 адвокат вăй хунине пĕлтернĕ, уйрăмах Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта вĕсем йышлăн пулнине каланă.  Сăмаха май,  ялсенче пурăнакансем адвокатсен пулăшăвĕсемпе начар усă курнине асăннă. Калăпăр, 2015-мĕш çулта Чăваш Республикинчи Адвокатсен палатинче ĕçлекен юристсем граждансене 1153 тĕслĕхпе тӳлевсĕр юридици пулăшăвне тивĕçтернĕ.  Раççейри Адвокатсен палатин вице-президенчĕ Геннадий Шаров ĕçтешсене професси тата спорт уявĕсемпе  саламланă май, чăннипех те Чăваш Енри адвокатсен пĕлĕвĕн шайне пысăка хурса хакланă. Çакăн пекех уява пухăннисене Чăваш Республикин юстици министрĕ Надежда Прокопьева тата Раççей Федерацийĕн юстици министерствин Чăваш Енри Управленийĕн пуçлăхĕ Дмитрий Сержантов саламланă.

 



01 июня 2016
09:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter