Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Йĕпреç районĕн администрацийĕн ертӳçипе Сергей Горбуновпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ, муниципалитетра пушар тухнă тĕслĕхе çивĕч сӳтсе явнă

Çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Йĕпреç район администрацийĕн ертӳçипе Сергей Горбуновпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ, муниципалитетра Йĕпреç поселокĕнчи Шпалзавод урамĕнче пурăнмалли нумай хваттерлĕ 9-мĕш çуртра пушар тухнă тĕслĕхе çивĕч сӳтсе явнă.  Сергей Горбунов хăйĕн сăмахĕнче, инкек пулни пирки 20№-лĕ пушар частне  каçхине 16 сехет те 2 минутра сигнал килсе çитнине каланă, пушара ятарлă службăсем вăхăтра сӳнтернине пĕлтернĕ. Инкеке лексе аманнă çынсем çуккине асăннă, çуртăн çивĕтти пĕтĕмпех юрăхсăра тухнине палăртнă муниципалитет ертӳçи Сергей Горбунов. Пушар тухнă тĕслĕхĕн сăлтавне тупса палăртас ĕç хĕрӳ пынине те каланă.  Çуртра пĕтĕмпе виçĕ çемье пурăннă, вĕсенчен икĕ çемьи нумай ачаллă. Хальхи вăхăтра инкеке лекнĕ çынсене тăванĕсем патне вырнаçтарнине асăннă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ палăртнă çемьесене май килнĕ таран кирлĕ пек пулăшупа тивĕçтерме хушнă. Республика Правительствин членĕсем ĕçе йĕркелесе яма ĕç хучĕсене хатĕрленине каланă. Чăваш Республикин Вĕренӳ тата çамрăксен политикин министерствине  ачасене çуллахи кану вăхăтĕнче лагерьсене вырнаçтарма хушнă.  Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионта инкеке лекнĕ çынсене нихăçан та пĕччене пăрахса хăварманнине, яланах кирлĕ пек пулăшупа тивĕçтернине пĕтĕмлетсе каланă.

 

 



01 июня 2016
10:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter