Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен ертӳçисемпе, район тата хула администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе, регионти пысăк предприятисемпе организацисен ертӳçисемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ

Çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен ертӳçисемпе, район тата хула администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе, регионти пысăк предприятисемпе организацисен ертӳçисемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ, хăш-пĕр çивĕч ыйтусене сӳтсе явнă.  Федераци центрĕпе тухăçлă ĕçленине кура, 2016-мĕш çулта Чăваш Республикин республика бюджетне 15 млрд. тенкĕ явăçтарма май килнине асăннă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. «Бюджетăн кашни тенки муниципалитетсенчи халăх пурнăçĕн шайне ӳстерме тăкакланĕ», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май Михаил Игнатьев. «Эпир пĕр ушкăнра ĕçлетпĕр.  Пирĕн пурсăмăрăн та пĕр тĕллев – регионта обществăлла политика лару-тăрăвне пĕр тан тăнăçлă тытса пырасси. Халăх интересне тĕпрен яланах шута илмелле. Çак патшалăхăн та тĕп позицийĕ. Эпир Чăваш Республикин ырлăхĕшĕн яваплă. Пире шанса панă пур ĕçе те кирлĕ пек шайра туллин пурнăçламалла», - тесе чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. 

 Республикăри муниципалитетсен ертӳçисем çуркуннехи уй-хир ĕçĕсемпе паллаштарнă. Палăртнă тăрăх, регионта выльăх-чĕрлĕх апатне хатĕрлес ĕç хĕрӳ пырать. Пурĕ пĕтĕмпе нумай çул ӳсекен курăка 899 га лаптăкра çулса та пĕтернĕ. Нумай çул ӳсекен курăксене çулма республикăра чи малтан çĕрпӳсем тухнă. «Агрофирма «Ольдеевская»  АХОра сенаж хатĕрлес тапхăр пырать.  Район администрацийĕсен ертӳçисене ял хуçалăх ĕçне çирĕп тĕрĕслевре тытма хушнă.

   Ку хутĕнче канашлăва пухăннисем ачасемпе пулнă инкексем пирки те чарăнса тăнă, профилактика ĕçне ытларах ирттермелли çинчен каланă. Çу уйăхĕнче ачасем вилнĕ тĕслĕхсем пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пăшăрханса пĕлтернĕ. Калăпăр, çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче Элĕкре пушара пула, харăсах çичĕ çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, вĕсенчен 4-шĕ ача пулнă.   Иртнĕ эрнере тата икĕ инкек сиксе тухнă, чӳречерен икĕ пĕчĕк ача тухса ӳкнĕ, вĕсенчен пĕрин сывлăхĕ хытах аманнă, тепри вара вилнĕ. Тата тепĕр хăрушă тĕслĕх те пурне те шухăша ярать, Çĕмĕрле  районĕнче икĕ пĕчĕк ача шывра путса вилнĕ.  Чăваш Енри ачасен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăйне Вячеслав Рафинова тата Чăваш Республикин ĕçпе социаллă хӳтлĕх министрне Сергей Димитриева ыйтăва уйрăмах çирĕп тĕрĕслевре тытма хушнă регион Ертӳçи.

 Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина халăха сăмах вĕççĕн калаçса йышăнни тата «сăрă» ĕç укçин калăпăшĕ ӳсни пирки пăшăрханса пĕлтернĕ. Çынсем чирлесен, медицина пулăшăвĕсене тӳлевсĕр илесшĕн, анчах та вĕсемшĕн  вара муниципалитетсем кун пек чухне йывăрлăх тӳсеççĕ.  Сăмаха май, финанс министрĕ республикăри районсемпе хуласенче бюджетран куçакан укçа-тенкĕпе тухăçлă усă курнипе курманни ыйтусем тавра калаçнă.  Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова халăха пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе туллин тивĕçтернине каланă. Республикăри районсемпе хуласенче ФАПсем графикпа килĕшӳллĕн çĕкленсе пынине пĕлтернĕ.  Объектсене вăхăтра тата тивĕçлĕ шайра пурнăçа кĕртсе пынипе пыманнине пур-пĕрех уйрăмах çирĕп тĕрĕслевре тытма хушнă Михаил Игнатьев.     Нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттернĕшĕн пухăнакан взнос ыйтăвĕ пирки  те сăмах пуçарнă. Халăхран пухăнакан укçана вăхăтра тӳлеттермеллине çирĕп асăрхаттарнă.  

 Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев çĕртме уйăхĕнче республикăри районсенче Акатуйсем пуçланассине, вăл палăртнă мероприятисене кирлĕ пек шайра йĕркелеме, ĕçре хастарлăхпа, уйрăм çитĕнӳсемпе палăрнисене хисеп хучĕсене пама сĕннĕ. Канашлăва пухăннисем çул-йĕр, тавралăха тирпей-илем кӳртессине, социаллă пулăшусемпе халăха тивĕçтерессине, ялсемпе хуласенче усал шĕвеке эрехе сутассинчен çирĕп асăрхаса тăмалли пирки тĕплĕн калаçнă, паянхи пурнăç таппинче Чăваш Ене калăпланса тухакан таварсен пĕлтерĕшлĕ пысăк пулмаллине асăннă. Муниципалитетсенче усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртес ыйту та кун йĕркинчех пулнă.  «Приоритетсене тĕрĕс лартма пĕлмелле. Кашни çын пурнăçĕшĕн эпир яваплă. Тӳрĕ кăмăлпа ĕçлес текен çынсене пирĕн хамăр енчен витĕм кӳме пĕлмелле, май килнĕ таран условисем йĕркелесе тăратмалла», - тенĕ Михаил Игнатьев канашлăвăн ĕçне пĕтĕмлетнĕ май.  



01 июня 2016
09:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter