Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри клиника офтальмологи больницине йĕркелесе янăранпа 35 çул çитнине халалласа ирттернĕ савăнăçлă мероприятие хутшăннă

 


Çĕртме уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче, республикăри клиника  офтальмологи больницине йĕркелесе янăранпа 35 çул çитнине халалласа ирттернĕ савăнăçлă мероприятие хутшăннă. «Профессионалсем çамрăк. Хăйсене шанса панă ĕçе яваплăха туйса ĕçлеççĕ.  Халăх медицина пулăшăвĕсемпе кăмăллă пултăр тесе, эсир çынсен куçĕсене сыватассишĕн ырми-канми тăрăшатăр», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Паянхи пурнăçра пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвĕпе халăха тивĕçтересси çине тимлĕх уйăрнине каланă, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче çителĕклĕ таран пур условисене те йĕркелесе панине палăртнă. Регионта медицина пайĕнче тăрăшакансем профессионалсем пулнине, вĕсем пурте пысăк технологине тĕпе хурса ĕçленине пĕлтернĕ. 2010 –мĕш çултан пуçласа республикăри клиникăсенче пысăк технологиллĕ медицина витĕмлĕхĕпе халăха сыватассин кăтартăвĕ икĕ хут та ӳснине палăртнă.  «Паллах, çак ӳсĕм пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлекен ушкăнсенче ытларах», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Малашне те çынсене пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес ĕç кирлĕ пек шайра пулса пырассине каланă.  2016-мĕш çулта республикăра Онкологи диспансерĕн çĕнĕ хирурги центрĕ хута каясси паллă. Ку та çынсен вăраха кайнă чирĕсенчен упраса хăварма май парать, пысăк технологиллĕ операцисем тума, шыçă чирĕсенчен çăлса хăварма пулăшасса шантарать.  2015-мĕш çулта 100 ФАП хута янă. 2018-мĕш çул тĕлне тата та 50 ФАП çĕклеме  тĕллев лартнă. Михаил Игнатьев чăваш офтальмологĕсене малашнехи ĕçре ăнăçусем суннă. Нимĕн пытармасăрах калама пулать, паянхи пурнăç таппинче Чăваш Енре пурăнакансем пысăк технологиллĕ офтальмологи пулăшăвĕпе усă курнине.  Ĕçре пысăк çитĕнӳсемпе палăрнă врачсене Хисеп хучĕсене парса чысланă. Сумлă ята тивĕçнисем республикăри офтальмологи клиникин больницин тĕп врачĕ Дмитрий Арсютов, çак больницăрах ĕçлекен врач  Анна Устяк,  медсестра Светлана Ефимова. Дмитрий Арсютов хăйсен ĕçтешĕсене тухăçлă ĕçленĕшĕн тав тунă. Малашне те республика ертӳлĕхĕ тăратнă ыйтусене туллин пурнăçлассишĕн яваплăха туйса ĕçлеме каланă. Медицина пайĕнче çулран çул пысăк технологи вăй илсе пынине асăннă.  Уява пухăннисене çак кун Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» пĕтĕм тĕнчери политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарьĕ Николай Малов, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Ананьева, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов саламланă, республикӑри мӗн пур медицина ӗҫченӗсене пархатарлӑ ӗҫсемшĕн тав тунă, ҫирӗп сывлӑх, ырӑ шанӑҫ, телей тата ăнăçусем суннă.

 

 



10 июня 2016
09:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter