Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пир-авӑрпа ҫӑмӑл промышленноҫӑн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Пир-авӑрпа ҫӑмӑл промышленноҫӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата  ветеранӗсем!

 Професси уявӗ ячӗпе манӑн ӑшӑран та ӑшӑ саламланине йы­шӑн­­­­­са­мӑр!

 

Чӑваш Ен хӑйӗн пир-авӑр тата ҫӑмӑл промышленноҫӗпе мӗн ӗлӗк­рен мухтава тивӗҫнӗ.

Паян Чӑваш Енре ҫӑмӑл промышленноҫӑн 300 яхӑн организацийӗ кон­­курентлӑ шутланакан, халӑх хуҫалӑхӗн мӗнпур ортаслӗнче тенӗ пекех кӗ­текен тата Европӑра туса хатӗрленисенчен нимпе те кая мар продукци туса кӑларать.

Малта пыракан производство технологийӗсене ӗҫе кӗртни, ҫӗнӗ кол­лекцисене туса хатӗрленӗ чухне хальхи вӑхӑтри туртӑмсем ҫине уй­рӑмах тим­лӗн пӑхни сире хӑвӑр туса кӑларакан таварсен пысӑк паха­лӑхне тивӗҫ­терме, ҫапла майпа импорта улӑштармалли ыйтусене ӑнӑҫ­лӑн тат­­са пама пулӑшаҫҫӗ.

Санкци йӗрки сирӗншӗн Раҫҫей рынокӗнче малти вырӑнсене ҫӗнсе илмелли ҫӗнӗ майсем уҫать.

Эсир хӑвӑрӑн тӑрӑшуллӑ ӗҫӗрпе Чӑваш Республикин социаллӑ пу­р­­­нӑҫӗпе экономикин ӑнӑҫулӑхне малашне те курӑмлӑ тӳпе хывасса ҫи­рӗппӗн шанса тӑратӑп.

Сире тата сирӗн ҫывӑх ҫыннӑрсене ҫӗнӗ ҫитӗнӳсемпе ҫӗнтерӳсем, телей, сывлӑх тата ырлӑхпа ӑнӑҫулӑх сунатӑп!

Уяв ячӗпе!

 

 Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                            Михаил Игнатьев



10 июня 2016
08:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter