Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей кунĕ ячĕпе саламлани

Хаклӑ ентешӗмӗрсем! 

Сире Раҫҫей кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп! 

 

Ҫак уяв наци пӗрлӗхӗн, Раҫҫей патшалӑхӗн вӑй-хӑвачӗн, Тӑ­ван ҫӗр­шывӑн хальхи тата малашнехи кун-ҫулӗшӗн пирӗн пӗрлехи яваплӑхӑн сим­волӗ пулса тӑрать.

«Вырӑс патшалӑхӗ ҫине шанса пурӑнӑр, ӑна юратӑр, вара вӑл си­рӗн аннӗр пу­лӗ», – тесе пил панӑ пире чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан Ив­ан Яковлевич Яковлев. Паллӑ ӗнтӗ, Раҫҫей регионсемпе вӑйлӑ. Чӑваш Республикинче пурӑнакансем, аслӑ ҫӗршывӑ­мӑрӑн мӗн­пур гражданӗсем пекех, хӑйсен ӗҫри ҫитӗнӗвӗсемпе Раҫҫей ата­ла­нӑвне паллӑ тӳ­пе хы­ваҫҫӗ, аслӑ Тӑван ҫӗршывӑмӑр вӑй-хӑватне ҫи­­рӗп­летме пулӑшаҫҫӗ.

Шанатӑп: пӗрле эпир хамӑрӑн юратнӑ Тӑван ҫӗршыв чапӗпе мух­тав­лӑхне тата та ҫӳллӗрех шая ҫӗклеме пултарӑпӑр!

Сире пӗтӗм чунтан ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх тата ҫитӗнӳсем, тӑнӑҫ­лӑхпа  ӑнӑҫулӑх сунатӑп! 

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                        М. Игнатьев



10 июня 2016
07:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter