Канашсене ĕçпе юрă тата спорт уявĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă

 


Çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнче республикăри нумай районсенче ĕçпе юрă тата спорт уявĕ «Акатуй» пулнă, вăл шутрах Канаш районĕнче те.  Канашсене саламлама Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа кайнă. Çак кун мероприятире Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» пĕтĕм Раççейри политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарьĕ Николай Малов,  «Газпром межрегионгаз Чебоксары» ТМЯО генеральнăй директорĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Кияметдин Мифтахутдинов, Канаш районĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов, Канаш хулин администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов пулнă.   

 Çурхи ĕçсене ăнăçлă вĕçленĕ ятпа Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев канашсене ăшшăн саламланă.  Канаш яланах хăйне евĕр ăста та пултаруллă çынсемпе палăрса тăнине асăннă. Пурне те ырми-канми тăрăшнăшăн ырласа тав тунă.  «Акатуй чăвашсен уявĕ çеç мар, вăл  республикăри пур халăха та пĕрлештерсе тăракан пулăм.  Регионта мĕнпур районсенче çак асăннă уявсем иртеççĕ. Канашсем маттурсем, вĕсен ĕç кăтартăвĕсемпе те мăнаçланмалăх пур», - тенĕ республика Ертӳçи.  Сăмаха май, районта ял хуçалăх валли уйăрнă 12 пин гектар çĕр пусă çаврăнăшне кĕменнине пăшăрханса каланă. «Вăрçă ветеранĕсем тăтăшах кун пирки сăмах пуçараççĕ, кăсăклансах тăраççĕ», - тесе пĕлтернĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев,  палăртнă ыйтупа активлăрах ĕçлеме чĕнсе каланă. Республикăра инвестици явăçтарассипе курăмлă ĕçсем пулса пынине асăннă Михаил Игнатьев. Предпринимательсене çĕнĕрен те çĕнĕ производствăсем хута янăшăн, халăх валли ĕç вырăнĕсем хатĕрленĕшĕн тав тунă. «Паянхи уяв çĕнĕ пуçаруллă ĕçсем тума хистессе шанатăп. Тăван çĕре хисепленĕшĕн тата ăна юратнăшăн тав сире.  Çĕнĕ çитĕнӳсем, тума сĕнетĕп, ăнăçу пултăр сире», - тенĕ Михаил Игнатьев. 

  Канаш район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Степанов хăйĕн сăмахĕнче районăн çурхи уй-хир ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Муниципалитет 17 пин гектар çĕре тирпейленĕ, 255 гектар çинче çĕр улмине лартса хăварнă.  Çурхи ĕçсене пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 4,8 процент нумайрах пурнăçлани курăнать. Чи хастар та пултаруллă ял ĕçченĕсене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă. Мария Григорьева Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева чĕререн тав тунă. Ялта пурăнакансене валли пур условисем те йĕркелесе панине, çурт-йĕр çавăрма та патшалăх пысăк тимлĕх уйăрнине каланă.

 Атнашра сĕт-çу ферминче тăрăшакан Елена Иванова нумаях пулмасть Раççей Федерацийĕн ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ята тивĕçнĕ. «Эпĕ хама телейлĕ çын теме пултаратăп. Манăн ял хуçалăхĕнче ĕçсем пурин куç умĕнче те. Питĕ лайăх, кăçалхи çула Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе йышăнни. Пысăк çитĕнӳ малашнехи ĕçре тата та пуçаруллăрах пулма хавхалантарать», - тесе пĕлтернĕ хăй шухăшне.   Уявра сумлă ветерансем чылай пулнă. Роза Петрова агроном ĕмĕрĕпех ял хуçалăхĕнче тăрăшнă. «Эпĕ халĕ 81 çулта.  Мана республика, район пурнăçĕ яланах кăсăклантарать.  Обществăлла ĕçсене тăтăшах хутшăнатăп.   Çав тери паха, кăçал Ĕç çыннин çулталăкĕ пулни. Ĕç çук тесе каланине илтме пулать тепре чухне, эпĕ ку сăмахпа килĕшесшĕн мар, ĕçлес текен çыншăн ĕç яланах пур.  ĕçе ăна юратмалла», - тенĕ хисеплĕ агроном Роза Петрова.  Мероприяти спорт,  уяв концерчĕпе вĕçленнĕ. Хăнасем муниципалитет хатĕрлесе тăратнă тĕрлĕ куравсене пăхса çаврăннă.  Тĕплĕнрех



11 июня 2016
20:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter