Çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа Каçал ен районĕнче пулнă, ĕçпе юрă тата спорт «Акатуй» уявне пухăннисене саламланă

 


Çĕртме уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа Каçал ен районĕнче пулнă, ĕçпе юрă тата спорт «Акатуй» уявне  пухăннисене саламланă. Çак кун савăнăçлă мероприятие çын сахал мар пуçтарăннă.   Чи малтанах Михаил Игнатьев ял хуçалăх техникисенчен хатĕрленĕ курава пăхса çаврăннă, тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсене курса савăннă. Торжествăлла пулăмра Михаил Игнатьев ял ĕçченне Акатуй пĕр чăмăра пуçтарнине каланă, тăван çĕре тăван тавралăха, тăван халăха юратма витĕм кӳнине асăннă.  Михаил Игнатьев сăмаха май, хăнасене республикăри уй-хир ĕçĕсем пирки каласа кăтартнă. Паянхи пурнăç таппинче ытларах та ытларах предпринимательсене ял хуçалăх пайĕнче тăрăшма чĕнсе каланă, вĕсене аталанса пыма кирлĕ пек пур условисем те çителĕклĕ пулнине пĕлтернĕ. «Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене хута яма укçа-тенкĕ те майлашăнса пырать. Пур районсенче те ĕçсем кал-кал пыраççĕ.  Кĕçех çĕнĕ шкул та хута кайĕ», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Кунсăр пуçне ялсенче ФАПсем хута ярас ĕç те кирлĕ пек пулса пырать. Çулсерен автомашина çулĕсене сарни те куçкĕретех, халăх питĕ кăмăллă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ялсенче те çынсене пурăнма кирлĕ пек пур условисем те пуррине палăртнă. Çамрăк ăру та ялах ĕçлеме юлни паха.  Палăртнă муниципалитетра сĕт-çу тирпейлессипе курăмлă ĕçлени курăнать. Малашне те района активлă ĕçлеме чĕнсе каланă регион Ертӳçи.  Пĕр пухăннă пек чухне, Михаил Игнатьев Раççей кунĕпе те саламланă. Чăвашсене çутта кăлараканĕ И.Я.Яковлев каланă сăмахсене аса илнĕ. Раççее юратăр, шанăр, ăна хисеплĕр, ун чухне вăл сирĕн анне пек пулĕ тенĕ.  Çак сăмахсем паянхи кун та актуаллă. Ĕç ветеранĕ ята тивĕçнисене уйрăммăн палăртса тав тунă. Вĕсен пархатарлă ĕçĕ çитĕнекен ăрушăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă.  Çак уявра яланхиллех ĕçре хастарлăхпа палăрнисене, уйрăм çитĕнӳ тунисене патшалăх наградисене парса чысланă.  Саламсем çумне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, унăн çумĕ «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Пĕтĕм тĕнчери политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарьĕ Николай Малов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Кияметдин Мифтахутдинов хутшăннă. Уява пухăннисене çакăн пекех районти ертӳçĕсем те саламланă.  Каçал ен администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин муниципалитет аталанăвĕпе паллаштарнă. Уй-хир ĕçĕсене вăхăтра вĕçленине, районăн усă курăнман пĕр гектар çĕр лаптăкĕ те тăрса юлманнине пĕлтернĕ. Выльăх-чĕрлĕх ӳстерсе ĕрчетес ĕç те курăмлă пулса пынине палăртнă. Ял хуçалăх пайĕнче тăрăшакансем патшалăх пулăшăвне туллин илсе пынине каланă. Мероприяти уяв концерчĕпе вĕçленнĕ.

 



11 июня 2016
14:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter