Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Раççей кунĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева саламланă


 Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Раççей кунĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева  саламланă, тăнăçлăх, ырлăхпа телей тата Тăван çĕршывăмăр ырлăхĕшĕн тăвакан мĕн пур ĕçре пуçарулăх, çитĕнӳсем суннă. Çак уяв патриотлăха, гражданлăха, пĕрлĕхе тата çĕршывăмăрăн хальхи тата пуласлăхĕшĕн пурте яваплă пулнине палăртакан  пай пулса тăнине палăртса çырнă.  Çакăн пекех республика Ертӳçи Михаил Игнатьев патне Раççей Правительствин Председателĕнчен, Дмитрий Медведевран та салам килнĕ. Раççей мăнаçлăхĕ, ырлăхĕ тата тăнăçлăхĕ – мĕнпур халăх пултарулăхĕнчен, пысăк ĕçĕнчен, энергийĕнчен килнине палăртса хăварнă салам йĕркисенче. Пирĕн çĕршывра пурăнакансем телейлĕ пулччĕр тесе, эпир хамăртан мĕн килнине пĕмĕмпех йĕркелесе парассине ĕненсе каланă.  Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн Председателĕ Валентина Матвиенко саламланă, Раççей кунĕ çĕршыва юратакансене пурне те пĕрлештерсе тăракан уяв пулса тăнине палăртнă, унăн пуласлăхĕшĕн тăрăшакансем, пуян культурипе мăнаçланакансем, йăла-йĕркене тытса пыракансем, патриотизм туйăмне вăйлатакансем аслă çĕршывăмăрăн вăй-хăватне çирĕплетме пулăшнине палăртнă. Пĕрле Раççей патшалăх ят-сумне ӳстерме пултарасса каланă. Раççей ырлăхĕшĕн пуçаруллă ĕçсенче ăнăçусем,  çирĕп сывлăх, тăнăçлăх, пĕтĕм ыррине çеç сунатăп тесе çырнă салам йĕркисенче.   Сывлăх, ĕçре ăнăçусем, ыррине çеç сунатăп тесе çырнă  Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Администрацийĕн Ертӳçи Сергей Иванов  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патне янă саламра. Çакăн пекех Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патне саламсем  Раççейри регионсен пуçлăхĕсенчен, Раççей Федерацийĕн Аслă Суд Председателĕнчен Вячеслав Лебедевран, федерацин тĕрлĕ службисен ертӳçисенчен, РФ тĕрлĕ министерствисенчен,  республикăри районсемпе хуласенчен йышлăн  килсе пыраççĕ.



12 июня 2016
17:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter