Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци влаçĕн территори органĕсен тата хула округĕсен ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ

Паян республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци влаçĕн территори органĕсен тата хула округĕсен ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ.  Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче,  ку эрнере регионта çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ курăмлă мероприятисем иртессине каланă, республикăна Раççей федерацийĕнче ĕç тăвакан влаç органĕсенче тăрăшакансем, тĕрлĕ служба ертӳçисем килессине каланă. «Эпир республикăна мĕнле кăтартса панинчен, регионăн имиджĕ йĕркеленĕ. Шанатăп, мероприятисене пысăк шайра ирттерессе», - тенĕ Михаил Игнатьев сăмаха малалла тăснă май.  Раççей Федерацийĕн Хăрушсăрлăх канаш Секретарьĕпе Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ йĕркеленĕ пĕрлехи ĕçлĕ канашлу пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçи Юрий Васильев тĕплĕн   каласа кăтартнă. Патшалăх органĕсенче тăрăшакансен «Интернет» çыхăнăвĕсенче хăрушсăрлăх ыйтăвĕ çине пысăк тимлĕх уйăрмаллине палăртнă. Кунсăр пуçне тепĕр пĕлтерĕшлĕ ыйту пирки те чарăнса тăнă, экологи ыйтăвĕ те кун йĕркинчех пулассине пĕлтернĕ.  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин Чăваш Республикинче Координаци канашĕн ĕçĕ иртесси пирки хыпара каласа кăтартнă. Мероприятине потребительсен прависене тата çынсен ăнăçуллă пурнăçне хӳтĕлес ĕçри  асăрхавăн федераллă службин ертӳçи Анна Попова, 9 ют çĕршывран: Азербайджанран, Арменирен, Беларусьрен, Казахстанран, Кыргызстанран, Молдовăран, Таджикистанран, Узбекистанран, Украинăран представительсем килесси паллă тенĕ. Кунсăр пуçне Атăлçи федераци пайне кĕрекен Монополие хирĕçле службин  управлени ертӳçисем тата та ытти официаллă çынсем пуçтарăнассине каланă.  2016-мĕш çулта Петербургра пĕтĕм тĕнчери форума Чăваш Республикинчен ятарлă делегаци кайма хатĕрленнине асăннă министр.    Кашни çулах çак форум ĕçне Раççей Президенчĕ Владимир Путин хутшăннине палăртнă Михаил Игнатьев. «Çак мероприяти регионсене пĕр-пĕринпе çыхăну тытма пулăшать.  Пысăк компанисемпе килĕшсе ĕçлеме те хушма май парать», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Чăваш Республикин культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев республикăра Раççей кунне халалласа ирттернĕ мероприятисем пирки чарăнса тăнă. Регионти муниципалитетсенче ĕçпе юрă тата спорт уявĕ «Акатуй» питĕ йĕркеллĕ иртнине палăртнă, çав шутрах Мускавра та Чĕмпĕрте те халăх йышлăн пухăннине пĕлтернĕ.  Çĕртме уйăхĕн 11-12-мĕш кунĕсенче регионта Раççей кунне халалласа пурĕ 300 ытла мероприяти пулнине асăннă.  Районсенче ирттернĕ ĕçпе юрă спорт уявĕсенче вара 450 пине яхăн ытла çын хутшăннине каланă.  Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов тĕп хулара Шупашкарта уявсенче 10 пин ытла çын пулнине пĕлтернĕ. Кунĕпех хаваслă юрă-кĕвĕ халăхăн кăмăлне çĕкленине асăннă. Чăваш Енри шалти ĕçсен министрĕ Сергей Неяскин хăйĕн сăмахĕнче уяв кунĕсенче çынсем йĕркене пăснă тĕслĕхсем пулманнине пĕлтернĕ, анчах та хăш-пĕр çитменлĕхсем пирки асăнса хăварнă. «У Петровича» кафере йĕркесĕрлĕх хуçаланнине палăртнă, вырăнти ертӳçĕсене кирлĕ пек мерăсем йышăнма сĕннĕ. Республика Ертӳçи Михаил Игнатьев ятарлă службăсене ыйтăва çирĕп тĕрĕслеве илме хушнă.  Планеркăра ытти ыйтусене пăхса тухнă, кашнинпех тивĕçлĕ мерăсем йышăннă.



14 июня 2016
11:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter