Раççей кунне халалласа республикăра курăмлă мероприяти иртнĕ

 


Çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче Раççей кунне халалласа республикăра курăмлă мероприятисем нумай иртнĕ. Çак палăртнă кун уява Чăваш Республикин тĕп хулинче Шупашкарта 5,5 пин ытла халăх пуçтарăннă, вĕсем пурте хăйсем Тăван çĕршыва юратнине пĕлтерме васканă.  Уяв Раççей Гимнне юрланипе пуçланнă.  Мĕн пур халăха чи малтан Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» пĕтĕм Раççейри политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарьĕ Николай Малов,  Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов саламланă.

 «Ҫак уяв наци пӗрлӗхӗн, Раҫҫей патшалӑхӗн вӑй-хӑвачӗн, Тӑ­ван ҫӗр­шывӑн хальхи тата малашнехи кун-ҫулӗшӗн пирӗн пӗрлехи яваплӑхӑн сим­волӗ пулса тӑрать. Чӑваш Республикинче пурӑнакансем, аслӑ ҫӗршывӑ­мӑрӑн мӗн­пур гражданӗсем пекех, хӑйсен ӗҫри ҫитӗнӗвӗсемпе Раҫҫей ата­ла­нӑвне паллӑ тӳ­пе хы­ваҫҫӗ, аслӑ Тӑван ҫӗршывӑмӑр вӑй-хӑватне ҫи­­рӗп­летме пулӑшаҫҫӗ. Шанатӑп: пӗрле эпир хамӑрӑн юратнӑ Тӑван ҫӗршыв чапӗпе мух­тав­лӑхне тата та ҫӳллӗрех шая ҫӗклеме пултарӑпӑр! Сире пӗтӗм чунтан ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх тата ҫитӗнӳсем, тӑнӑҫ­лӑхпа  ӑнӑҫулӑх сунатӑп!», - тенĕ республика Ертӳçи мероприятие пухăннисене саламласа.   Çак кун çынсем хăйсем Тăван çĕршыва юратнине пĕлтерсе, балконсем çине Раççей ялавне хисеплесе çакни, халăх ялава çĕклесе утни те çакнах çирĕплетсе парать.  «Раççее  юратӑр, хисеплĕр вара вӑл си­рӗн аннӗр пу­лӗ», – тесе пил панӑ пире чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан Ив­ан Яковлевич Яковлев.  Çак сăмахсене паянхи кун та кашни çын чĕрере упрать. Раççей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин обществăлла политика лару-тăрăвне çĕршывра çирĕп тытса пымаллине тăтăшах палăртнине асăннă Михаил Игнатьев.  «Чăвашсене çутта кăлараканне хисеплесе, унăн сăмахĕсене ăша хывса пирĕн ума лартнă пур тĕллеве те пурнăçлатпăр. Раççей тата та вăйлăрах аталантăр тесе тăрăшатпăр. Мухтав  та чыс Раççей, Чăваш Ен çыннисене!», - тенĕ Михаил Игнатьев. 

 Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов çитĕнекен ăрăва Раççей историйĕпе уроксенче паллаштарса, вĕсен патриотизм туйăмне ӳстерме пулăшмаллине каланă.  Палăртма кăмăллă, Шупашкарта пурăнакан çамрăк яш-кĕрĕме: Богдан Авдеева, Максим Васильева, Людмила Ложкинăна, Дарья Регинăна, Евгений Павлова, Мария Родионовăна, Максим Сергеева, Дмитрий Скворцова тата Александр Соколова Раççей Федерацийĕн гражданинĕн паспортне парса чысланă.

Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен халăхне саламланă май, Раççей гражданĕ пулни хăйех пысăк хисеп пулнине каланă, Раççей пуласлăхĕ пирĕнтен пуринчен те килнине палăртнă. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Пĕтĕм тĕнчери политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарьĕ Николай Малов çак уяв пурне те пĕрлештерсе тăнине асăннă, Тăван çĕршыва хисепленине палăртнине каланă.   Мероприяти уяв концерчĕпе вĕçленнĕ. Тĕплĕнрех



14 июня 2016
08:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter