Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче РФ гражданла оборона, черезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен, çут çанталăк инкекĕсен шырлăхне сирес ĕçсен министерствин Тĕп регион центрĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Баженовпа тата Раççей МЧС Атăлçи регионсен центрĕн пуçлăхĕпе Игорь Паньшинпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче РФ  гражданла оборона, черезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен, çут çанталăк инкекĕсен шырлăхне сирес ĕçсен министерствин Тĕп регион центрĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Баженовпа тата Раççей МЧС Атăлçи регионсен центрĕн пуçлăхĕпе Игорь Паньшинпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Тĕл пулăва çакăн пекех Чăваш Енри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров, Раççей МЧС Чăваш Енри Тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Станислав Антонов хутшăннă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ МЧС Атăлçи федераци округĕнчи тĕп управленипе   республикăри влаç органĕсенче тăрăшакансем пĕр-пĕринпе килĕшсе, тухăçлă ĕçленине, регионта пурăнакансен хăрушсăрлăх ыйтăвĕсем çине пысăк тимлĕх уйăрнине каланă. Юнашар регионсемпе те тачă çыхăну тытнине пĕлтернĕ. Юлашки çулсенче республикăра вăрмансенче пушар тухнă тĕслĕхсем пачах та пулманнине, çакă та ĕçе кирлĕ пек шайра йĕркелесе пурнăçланине çирĕплетсе панине каланă Михаил Игнатьев.  Чăваш Енре асăннă çĕлерех ыйтупа лару-тăру пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулса пырать тенĕ республика  Пуçлăхĕ.  «Халăх ыранхи куна шанса пурăнни, хăрушсăрлăх çуккине курса ĕненни пирĕншĕн çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ», -  палăртнă Михаил Игнатьев сăмаха малалла тăснă май.   Олег Баженов Чăваш Республикинчи лару-тăрăва пысăка хурса хакланă, регион Пуçлăхне Михаил Игнатьева республикăра ĕçе кирлĕ пек пысăк шайра йĕркелесе пынăшăн ырланă.   «Шанатпăр, малашне те ĕçсем пĕтĕмпех лайăх пулса пырассине», - тенĕ РФ ГКЧС министерствин Тĕп регион центрĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ.   Калаçу вăхăтĕнче ертӳçĕсем Чăваш Енри Раççей МЧСăн Тĕп управленийĕн çуртне реконструкцилесси пирки те ыйтăва сӳтсе явнă. Тĕплĕнрех



15 июня 2016
12:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter