Демографи ыйтăвĕн нумай кăтартăвĕпе, ачасем сывă пулнипе Раççейри регионсемпе танлаштарсан Чăваш Республики малта пыракан республика пулнине çирĕплетсе каланă потребительсен прависене тата çынсен ăнăçуллă пурнăçне хӳтĕлес ĕçри асăрхавăн федераллă службин ертӳçи Анна Попова

 


Çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев потребительсен прависене тата çынсен ăнăçуллă пурнăçне хӳтĕлес ĕçри асăрхавăн федераллă службин ертӳçипе Анна Поповăпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Канашлăва Федерацин потребительсен прависен хӳтĕлевĕпе çын ырлăх-сывлăхĕн  асăрхав службин Чăваш Ен – Чăваш Республикинчи управленийĕн ертӳçи Надежда Луговская, Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Антонова, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Татьяна Богданова хутшăннă.    Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Роспотребнадзор ертӳлĕхне регионпа тухăçлă ĕçленĕшĕн тав тунă.  пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парас ĕçре витĕм кӳнĕшĕн ырланă. «Эпир халăхăн сывлăхне упраса хăварассишĕн сахал мар ĕç пурнăçлатпăр.  Пасарта таварсен пахалăхне çирĕп тĕрĕслевре тытатпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев сăмаха малалла тăснă май. Потребительсен прависене тата çынсен ăнăçуллă пурнăçне хӳтĕлес ĕçри асăрхавăн федераллă службин ертӳçи Чăваш Республикинче пулса иртекен ĕçсене пысăка хакланă,  регион çитĕнӳсемпе палăрнине асăннă.  Республикăра демографи лару-тăрăвĕ ырă енне улшăнни, инфекци чирĕсем сахал пулни, ача сачĕсенче пепкесене çитерекен таварсем пахалăх енчен пысăк пулни, ĕçмелли шывăн пахалăхĕ, сывлăш таса пулни – çаксем пĕтĕмпех республикăра ырă улшăнусене çирĕплетсе панине калаççĕ тенĕ Анна Попова. Раççей шайĕнче Чăваш Ен малта пыракан субъектсенчен пĕри пулнине палăртса хăварнă сумлă хăна.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕн команди тухăçлă ĕçленине çирĕплетет тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса.  Тĕлпулу вăхăтĕнче апат-çимĕç таварĕсен пахалăхĕ çине те тимлĕх уйăрмаллине асăннă ертӳçĕсем. «Чăваш Ен тĕлĕнмелле лайăх  регион, кунта халăх питĕ кăмăллă, тавралăх тирпейлĕхпе ыттисенчен уйрăлса тăрать», - тенĕ Анна Попова. «Сывă пурнăç йĕрки, сывă апатлану пирĕншĕн тĕп ыйтусенчен пĕри», - тенĕ Михаил Игнатьев сăмаха пĕтĕмлетнĕ май.



15 июня 2016
10:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter