Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Перекет банкĕ йĕркелесе ирттернĕ ирхи апатлану вăхăтĕнчи ĕçлĕ канашлăва хутшăннă


Çĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин Санкт-Петербургра Пĕтĕм тĕнчери XX экономика форумĕнче Раççей Перекет банкĕ йĕркелесе ирттернĕ ирхи апатлану вăхăтĕнчи ĕçлĕ канашлăва хутшăннă. Палăртнă мероприятие Раççей Правительствин членĕсем, РФ регионсен губернаторĕсем, тĕнче шайĕнчи пысăк предприятисен ертӳçисем, çĕршыври малта пыракан аслă пĕлӳ паракан вĕренӳ учрежденийĕсен ертӳçисем,  Раççей Перекет банкĕн  Президенчĕ, Правлени председателĕ Герман Греф  тата ытти официаллă çынсем хутшăннă.   Калаçăва хутшăнакансем экологи енчен пысăк витĕм кӳрекен транспортсемпе ытларах усă курмаллине каланă. Аса илтеретпĕр, 2014-мĕш çулта авăн уйăхĕн 19-мĕшĕнче Сочире Пĕтĕм тĕнче шайĕнче иртнĕ экономика форумĕнче  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе «Раççей Перекет банкĕ» АУО хушшинче пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлемелли ĕç хутне те алă пусса çирĕплетнĕ пулнă. Бизнес-тытăмсен представителĕсене пĕр-пĕриншĕн тупăшлă ĕçлеме çул уçасси пирки канашланă пулнă.   Регионта инвестициллĕ проектсене пурнăçа кĕртес ĕçре витĕм кĕресси пирки те калаçса килĕшнĕ, республикăра вак тата вăтам предпринимательлĕх ĕçне аталантарма, регионта инфратытăма вăйлăлатма, çурт-йĕр строительствине, ЖКХ пайне çирĕплетме те сăмах пуçарнă пулнă.   Тĕплĕнрех





17 июня 2016
11:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter