Чăваш Ен инвестици илĕртӳлĕхĕпе Раççейри регионсем хушшинче маларах 9-мĕш вырăнта тăнă пулсан, халĕ кăтатрту ӳснĕ 6-мĕш вырăнта

 


Çĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕнче Санкт-Петербургра Пĕтĕм тĕнчери XX экономика форумĕнче Раççей Федерацийĕн регионĕсен инвестици климатне хаклакан Наци рейтинг ĕçне пĕтĕмлетнĕ. Инвестици илĕртӳлĕхĕпе Чăваш Республики малтанхи кăтартура 9-мĕш вырăнта пулнă пулсан, халĕ вара хисеплĕ 6-мĕш вырăна тухнă, ӳсĕм çав тери пысăк. Раççей Федераци Правительствин Председателĕн Çумĕ Игорь Шувалов Наци рейтингĕ регионсен инвестици илĕртӳлĕхĕн кăтартăвне вăйлатма, хăпартма витĕм кӳрекен ĕç хучĕ пулнине палăртнă. Енчен те субъектсем хăйсен начар пурнăçланакан ĕçсене кураççĕ пулсан, вĕсене ырă енне улăштарассипе те ĕçлеме тĕллев лартни куçкĕретех пулассине шанса каланă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Наци рейтингĕнче пысăк кăтартăва çĕнсе илни – республика команди пĕр-пĕринпе ăнланса тухăçлă ĕçлесе пынине çирĕплетет тенĕ.  Рейтинг пирĕн предпринимательсен шухăшне тĕпе хунине çутатса парать, регионта бизнеса аталанма мĕнле условисем пуррине çирĕплетет.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра влаçпа бизнес пĕр-пĕринпе ăнланса тухăçлă ĕçлетĕр тесе, çул карттине те пăхса тухнине асăнса хăварнă, ăна пурнăçа еплерех кĕртсе пынине те туххăмрах тĕрĕсленине палăртнă.  Тепĕр пысăк ĕçе палăртмалла – бизнеса республикăра аталанса пыма меллĕ пултăр тесе çителĕклĕ условисем йĕркелесе тăратнă тата вĕсене витĕм кӳрекен тĕрлĕ пулăшусемпе сĕнӳсемпе тивĕçтерекен институтсем те хута кайнă.  Патшалăх пулăшăвĕсене тивĕçекен предпринимательсемпе кашни эрнерех ятарлă тĕлпулусем иртеççĕ, çĕнĕлĕхсемпе вĕсем вăхăтрах паллашса пыраççĕ. Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене татса парассипе пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлесси кăтартуллă пулса пырать, федерацин тĕрлĕ службисенче тăрăшакансемпе те тухăçлă ĕçлеççĕ.  Республикăра индустри паркĕсем вăй илеççĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пысăк çитĕнĕве тытса пыма, малашне те кăтартуллă ӳсĕмпе ĕçлесе пыма пурин те тăрăшмаллине асăннă.   



17 июня 2016
11:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter