Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Медицина ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Хисеплӗ медицина ӗҫченӗсем тата сывлӑх сыхлавӗн ветеранӗсем!

Сире професси уявӗпе саламлатӑп!

Сирӗн пӗтӗм пурнӑҫӑр вӑл – этемшӗн канӑҫа пӗлмесӗр тӑрӑшни. Ҫак пурнӑҫра шӑпах эсир ӑна чи малтан кӗтсе илетӗр тата мӗн ӗмӗр тӑршшӗпех йывӑр самантсенче унпа юнашар пулатӑр.

Медицина – унта вӑй хуракан ӗҫченсене ырӑ кӑмӑллӑ, хастар та чӑ­­тӑмлӑ пулма, тивӗҫе чунтан парӑнса тӑма хистекен ӗҫ-хӗл сферисенчен пӗри.

Паян эпир республикӑра пурӑнакансем лайӑх пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗпе пӗр чӑрмавсӑр усӑ курма пултараҫҫӗ тесе ҫирӗплетсех калама пултаратпӑр. Медицина ӗҫченӗсен професси ӑсталӑхӗ, лайӑх кӑ­тар­­тушӑн тӑрӑшни, диагностикӑпа сиплевӗн мал­та пыракан месле­чӗсе­не ал­ла илни пӗтӗм Раҫҫей шайӗнче лайӑх хака ти­вӗҫ­рӗ.

Сирӗн тӑрӑшуллӑ ӗҫӗре пула Чӑваш Енре тӑваттӑмӗш ҫул ӗнтӗ де­мографин кал-кал аталанӑвӗ ҫирӗппӗн палӑрать, нумай пурӑнакан ҫын­сен шучӗ пысӑкланать.  

 Пепкесем вилессине чакарас тӗлӗшпе республика ҫӗр­шыври малта пыракан регионсен шутӗнче. Пирӗн клини­кӑ­сенче кӳрекен пысӑк технологиллӗ медицина пулӑшӑвӗн шучӗ, 2010 ҫул­хипе танлаштарсан, икӗ хут ӳсрӗ. Халӑх медицина пулӑшӑвӗпе кӑмӑллӑ пулни сирӗн ӗҫӗр ӑн­­ӑ­­­ҫ­лӑхӗн питех те пӗлтерӗшлӗ кӑтартӑвӗ шутланать.

Хаклӑ туссем! Эпир сывлӑх сыхлавӗн тытӑмне лайӑхлатасси, медицина ӗҫченӗсемпе сипленекенсем валли кирлӗ пек условисем йӗркелес­си ҫине малашне те пысӑк тимлӗх уйӑрӑпӑр.

Сире пархатарлӑ тата ырми-канми ӗҫӗршӗн пӗтӗм чунтан тав тӑ­ва­тӑп.

Хастар кӑмӑл, ырӑ пуҫарусенче ӑнӑҫусем, ырлӑхпа телей тата, пал­­лах ӗн­тӗ, ҫирӗп сывлӑх сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                            Михаил Игнатьев



17 июня 2016
15:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter