Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе РФ Абхази Республикин Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕнчен Игорь Ахбаран тав çырăвĕ килсе çитнĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе РФ Абхази Республикин Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕнчен Игорь Ахбаран тав çырăвĕ килсе çитнĕ. Республикăна хăйсен делегацине ăшă кăмăлпа кĕтсе илнĕшĕн ырласа çырнă. «Эпĕ Абхази Республикин Президентне Чăваш Енре питĕ сумлăн кĕтсе илнине, çул çӳрев программи интереслĕ те тухăçлă  пулчĕ тесе пĕлтертĕм.  Рауль Джумкович хăйĕн сăмахĕнче çитес вăхăтра Чăваш Республикине килме йыхравланине тепĕр хут çирĕплетсе каларĕ. Делегаципе Хăвăра, Михаил Васильевич йыхравлать.  Сире тата сирĕн республика ертӳлĕхне тепĕр хут тав тăватăп. Пĕлсех тăратпăр, малашне те Чăваш Республикипе Абхази Республики юлаташла тачă çыхăну тытса ĕçлессе, ĕçлĕ çыхăнусем çирĕпленсе вăй илессе», - тесе çырнă Игорь Ахба çырăвĕнче.  



02 июня 2016
13:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter