Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ирттернĕ видеоканашлăва хутшăннă

Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ирттернĕ видеоканашлăва хутшăннă. Кун йĕркине кĕртнĕ чи çивĕч ыйтусенчен пĕри 2016-мĕш çулта ачасен çуллахи канăвне кирлĕ пек шайра йĕркелесе тăратасси пулнă. Юлашки çулсенче федераци тата регионсенчи влаçсем ачасен канăвне, сывлăхне çирĕплетессипе сахал мар ĕç пурнăçланине асăннă. «Кăçал та пĕлтĕрхи 2015-мĕш çултан кая мар, ачасене лагерье вырнаçтарма бюджетран укçа-тенкĕ уйăрнă.  Калас пулсан, регионсенче бюджет, экономика çирĕпех мар пулин те, ĕçе туллин пурнăçлани курăнать. Шанатăп, хăш-пĕр регионсем ыйтăва пурнăçлайман пулсан, вĕсем те пуласлăхра уйрăм йышăнусем тăвасса.  Ыйту регионсенчи патшалăх политикишĕн чи приоритетли», - тенĕ  РФ Правительствин Председателĕ. Ачасен канăвне йĕркелеме Раççейри регионсене хушса тӳлемелли пулăшăва 4,6 млрд. тенкĕ куçарма йышăнни çинчен ырă хыпара пĕлтернĕ. «Йывăр çемьесенче пурăнакансене, тăлăха юлнисене тӳлевсĕр путевкăпа тивĕçтерме май пур. Кун пек йышăнăва «Единой России» форум ĕçĕнче кăçал пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче  йышăнса хăварнă. Куçакан пулăшупа тухăçлă тăкакланма хушнă.   Тепĕр ыйту та кун йĕркинчех – лагерьсене валли квалификациллĕ специалистсем хатĕрлесси. Ачасен апатланăвĕ çине те пысăк тимлĕх уйăрма чĕнсе каланă. «Çулла анчах çитсе пырать. Ачасен канăвĕ питĕ усăллă иртмелле. Аслисен вĕсене валли кирлĕ пек условисем йĕркелесе тăратмалла, тĕрлĕ кружоксем, вĕрентӳ ĕçĕсене йĕркелемелле, сывлăха çирĕплетме  ятарлă майсем тупмалла.  Паллах, пирĕн паха опыт та çук мар, анчах та иртнипе анчах усă курма пĕлмелле мар, хальхи пурнăç таппинчен юлма юрамасть, ачасем çĕнĕ технологисене вĕренесшĕн, программăна та ачасемшĕн пĕтĕмпех  кăсăклă тума пĕлмелле», - тенĕ Премьер-министр.

Раççей Федерацийĕн ĕçпе социаллă хӳтлĕх Министрĕ Максим Топилин хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикине ырланă, ачасене канма регионта çĕнĕ лагерьсем уçнине палăртса хăварнă. Видеоканашлура Раççей Федерацийĕн вĕренӳ Министрĕ Дмитрий Ливанов, Роспотребнадзор Ертӳçи Анна Попова тата ыттисем те калаçнă. Уйрăм регионсен ертӳçисен докладне итленĕ.  Канашлу вĕçленнĕ хыççăн Михаил Игнатьев ятарлă министерствăсен ертӳçисенчен республикăра ачасен канăвне пĕрремĕш сменăна хатĕрлени çинчен уйрăммăн ыйтса пĕлнĕ.

 Чăваш Республикин ĕçпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев регионта пĕрремĕш сменăпа лагерьсене 5248 ача вырнаçассине пĕлтернĕ. Пурĕ регионта ачасен çуллахи канăвĕ валли 900 учреждени хатĕрленĕ, 2015-мĕш çулта 893 çеç пулнă. Çула çитмен ачасене ĕçпе тивĕçтерес ыйту та çивĕч тăнине асăннă. Кăçал 16100 çынна ĕçпе тивĕçтерме палăртса хунă, вĕсенчен 12 пин ача йывăр çемьесенче çитĕнет. Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Петрова шкулсенче хушма лагерьсем лайăх ĕçленине палăртнă, пĕрремĕш сменăра 20 пин ача канассине пĕлтернĕ. Шкулсенче çирĕп йĕрке пултăр тесе ятарлă тĕрĕслевсем те палăртнине каланă. Кăçал 550 çынна лагерьсенче ачасене вĕрентме хушма пĕлӳ панине пĕлтернĕ. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова ачасен кану вырăнĕсенче медицина ĕçченĕсене çирĕплетнине, вĕсем кулленех ачасен сывлăхне тĕрĕслесе пынине каланă.  Федерацин потребительсен прависен хӳтĕлевĕпе çын ырлăх-сывлăхĕн  асăрхав службин Чăваш Ен – Чăваш Республикинчи управленийĕн ертӳçи палăртнă тăрăх, регионта ачасен кану вырăнĕсенче пĕтĕмпех планпа килĕшӳллĕн тĕрĕслевсем пулнă.  «Пирĕн пурин те пĕр тĕллев – ачасене канма кирлĕ пек условисем йĕркелесе парасси. Вĕсен апатланăвĕ те паха пулмалла.  Ачасен лагерьсенчен савăк кăмăлпа таврăнмалла», - тенĕ калаçăва пĕтĕмлетсе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.



02 июня 2016
09:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter