Волгоградри “Химпром” пире кирлĕ-и?

Юнкун ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин «Химпром» ПАОра Раççейĕн хими комплексĕн çивĕч ыйтăвĕсемпе аталанăвне халалланă канашлăва хутшăннă. Унта çавăн пекех РФ Патшалăх Думин Экономика политики енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков, Раççей Промышленноç тата Экономика аталанăвĕн министерствисен департаменчĕсен директорĕсен заместителĕсем Александр Орловпа Анатолий Усачев, ыттисем хутшăннă.

Иван Моторин палăртнă тăрăх — паян регионти хими промышленноçĕ аван аталанать. Чăваш Енĕн тулашри суту-илÿ çаврăнăшĕн тытăмĕнче хими продукцийĕн тÿпи 65% яхăн. Çивĕч ыйтусен шутĕнче вăл тĕп фондсем кивелнине, кадрсене упраса хăварассине, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртессине, производство хăрушсăрлăхне тивĕçтерессине тата ыттине асăннă. Ку енĕпе химиксем республика Правительствипе тачă çыхăну тытса ĕçлеççĕ.

Иван Борисович Чăваш Енре пурнăçа кĕртекен инвестици проекчĕсемпе паллаштарнă — вĕсем хими производствине анлăлатма тивĕç. «Химпром» импорта хамăрăн продукципе улăштарас енĕпе çине тăрса ĕçлет. Çакă çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме пулăшать.

Канашлура сăмах илнисем хими промыш­ленноçне пулăшас тĕллевлĕ çул-йĕрсем çинчен каласа панă, производство хăрушсăрлăхне тивĕçтерес енĕпе надзор органĕсемпе çирĕп çыхăну йĕркелемеллине палăртнă. Экологи тематикине тăснă май Анатолий Аксаков Çĕнĕ Шупашкарсене тавлаштаракан ыйтăва çĕкленĕ. Сăмах — глифосат производстви пирки. Хулара çĕнĕ производствăпа çыхăннă информацие тĕрлĕрен йышăнаççĕ, анчах паян çакнашкал производство хăрушлăхне май пур таран чакармалли технологисем пур — çакăн пирки халăха пĕлтермелле.

Парламент комитечĕн председателĕ Волгоградри «Химпром» АУО панкрута тухни пирки те сăмах пуçарнă, çав предприяти технологийĕсене Çĕнĕ Шупашкарти «Химпром» площадкине куçарассине тишкерме сĕннĕ. Анчах «Оргсинтез» ГК гендиректорĕ Ярослав Кузнецов палăртнă тăрăх — халĕ ку ыйтăва татса пама йывăр, мĕншĕн тесен Волгоградри предприяти панкрутлăхĕпе çыхăннă чăрмавсем пур: «Ĕç-пуç икĕ çул тăсăлать ĕнтĕ. Предприяти ĕçлемест, оборудовани тутăхса юрăхсăра тухать». Волгоградри «Химпром» АУОн кредиторсен пухăвĕн представителĕ Владимир Кузнецов асăннă предприяти Раççейри энергокомпанисен умĕнче 8 миллиард тенкĕ ытла парăма кĕнине пĕлтернĕ. Унта тĕп фондсене пачах та çĕнетмен.

Çавна май канашлу хыççăн журналистсемпе курнăçнă май Иван Моторин Волгоградри «Химпром» тĕлĕшпе облаç правительствинчен те, предприяти ертÿçисенчен те нимĕнле сĕнÿ те пулманнине палăртнă: «Пирĕн хими производстви хăрушă пулнине, Волгоградри «Химпром» оборудованийĕ мĕнлереххине, ăна Чăваш Ене мĕнле илсе килессине ăнланмалла. Эпир çак ыйтусене общество мĕнлерех йышăнассине тĕпе хуратпăр. Унсăр пуçне Раççейшĕн стратеги пĕлтерĕшлĕ çав предприятие панкрута кăларасси чăрмавлă пулни çинчен эсир те илтрĕр. Пирĕн «Трактор завочĕсем» концернăн энергетиксен умĕнчи 1 миллиард тенкĕлĕх парăмĕ пирки нумай калаçаççĕ, кунта вара — 8 миллиард тенкĕ. Хальлĕхе ыйту нумай, хуравĕ сахал».

К.ВОЛКОВ



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
02 июня 2016
11:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter