Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Киров облаçĕн Губернаторĕпе Никита Белыхпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ, экономика, наукăпа техника, социаллă сферăна, культурăна аталантарассипе пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлемелли ĕç хутне алă пусса çирĕплетнĕ

 


Çĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕнче Санкт-Петербургра Пĕтĕм тĕнчери XX экономика форумĕнчеЧăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Киров облаçĕн Губернаторĕпе Никита Белыхпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ, экономика, наукăпа техника, социаллă сферăна, культурăна аталантарассипе пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлемелли ĕç хутне алă пусса çирĕплетнĕ.  Малашне те Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе Кировоблаçĕн Правительстви хушшинче çирĕп çыхăну аталанасси паллă.  «Чăваш Ен çав тери илемлĕ те паха кăсăклă регион.  Нумай ĕçре хăйĕн пысăк çитĕнĕвĕсемпе палăрса тăрать», - тенĕ Никита Белых.    2001-мĕш çул çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа икĕ регион хушшинче питĕ кăмăллă ăнлануллă ĕçлĕ çыхăну пулса пырать.  2016-мĕш çулта çу уйăхĕнче Чăваш Республикине Киров облаçĕнчен ятарласа ĕçлĕ делегаци килсе кайнăччĕ. Ун чухне шăпах та малашне те пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлессине алă пусса çирĕплетесси пирки сăмах пуçарнă пулнă.  Вĕренӳ, культура, туризм, спорт, информатизаци енĕпе ĕçсем кал-кал пулса пыраççĕ.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев икĕ субъект хушшинчи ĕçлĕ çыхăну халăхăн пурнăç условийĕн шайне ӳстерессишĕн пурнăçланса пынине палăртнă.    Тĕплĕнрех



20 июня 2016
08:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter