Муркаш районĕ: «Тăван ялăм – савнă ялăм» - Катькасри ял уявĕ

Сар хĕвеллĕ тĕнчен халăх шăпи ĕмĕртен-ĕмĕре тĕрлĕрен килнĕ пулин те ĕçчен чăваш халăх хăйĕн чăнлăхне, тĕрĕслĕхне, ăсталăхне, тасалăхне упрать, ырă йăла-йĕркене малалла тăсма тăрăшать.

Катькас халăхĕ Ял уявне 1989 çулта ирттерме пуçланă. Троица çитсессĕн ял халăхĕ  уява паллă тума кану паркĕнче пуçтарăнать. Кăмăл тăвакансем тĕрлĕ спорт вăййисенче хутшăнма пултараççĕ. Çамрăксемпе вăй питти арçынсем волейболла выляççĕ, турник çинче вăй виçсе туртăнаççĕ, шашка-шахматла та выляма пулать. Ача-пăча пĕрене çинче михĕпе пĕр-пĕрне çапса ӳкерме тăрăшса çĕнтерӳçĕ пулма васкать. Кăçалхи çул ача-пăчана савăнма тата батут пулчĕ. Уява пухăннă халăх ĕлĕкхи вăхăтри ял пурнăçĕпе ĕç çыннине сăнласа паракан тĕрлĕ стендсемпе паллашрĕ. Вĕсене Петров Алексей ял историйĕпе интересленекен хатĕрлерĕ. Ялти библиотека ертÿçи А. Угарова ял-йыш валли тĕрлĕ мероприятие çутатса паракан, çавăн пекех Кино çулталăкне халалланă стенд йĕркелерĕ. Уява ăста ертсе пыма пултарчĕ. Ялти Культура çурчĕн ертÿçи И. Осипова В.Волкова депутатпа пĕрле халăх валли шÿрпе пĕçерес ĕçе, спорт вăййисене, ал-ĕçĕн куравне йĕркелерĕ.

Уяв ячĕпе Катькас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Г. Лебедев, ял депутачĕсем В.Н. Волкова, В.В. Кузнецов, Катькасри ача сачĕн ертÿçи Л.П. Сергеева саламларĕç. В. Волкова çулталăк хушшинче халăх валли ялти активлă çынсемпе пĕрле йĕркелесе ирттернĕ ĕçсем пирки пĕтĕмлетÿ турĕ.

Кăçалхи уяв Кино тата Ĕç çыннин çулталăкне халалласа иртрĕ. Çавна май уявра «Çăлкуç» фольклор ушкăн концерчĕ халăх кăмăлне çĕклерĕ. А. Иванов труба каласа тĕрлĕ кинофильмри кĕвĕсемпе çынсен чунне тыткăнларĕ. Треньккăри Культура çурчĕ çумĕнчи «Ильиночка» вокал эстрада ансамблĕ халăха савăнтарчĕ. Л. Добровольскаян хаваслă та илемлĕ юррисем халăха пĕр вырăнта ларма памарĕç, ташлама хистерĕç. Треньккăри «Энергия» театр студийĕ Н. Сергеева ертсе пынипе «Радость Весны» литературăпа-музыка композиципе вăрçă çулĕсене сăнласа кăтартрĕ. Çавăн пекех кăмăл тăвакансем сцена çинче хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.

Ял халăхне Зоя Угарова килте вĕретнĕ сăрапа, Вера Волкова тĕрлĕ йышши пĕçернĕ кукăльпе хăналарĕç. Хачăкри Валерий Савельев, Кĕрекаçри Николайпа Галина Трофимовсем тутлă шашлык пĕçерсе сăйларĕç. Халăх валли техĕмлĕ шÿрпе пĕçерекенсем – Людмила Мочалова, Елена Петрова, Любовь Ельникова, Вера Волкова, ал-ĕçĕн куравне хутшăннă шкул ачисем – Верăпа Света Охлинасем, Наталья Егорова, Карина Молькова, вĕсен ертÿçи, вĕтĕ шăрçапа тĕрлĕ япала ăсталама вĕрентекен – Ирина Осипова, шÿрпе валли аш-какайпе тивĕçтерекенсем те – Василийпе Вера Волковсем, Владимирпа Любовь Сергеевсем, Данилпа Зоя Угаровсем парнесене тивĕçрĕç. Музыка енĕпе йĕркелесе пыракана – Юрий Осипова та, уяв ертÿçине Анжелика Угарована та, стенд хатĕрлекене Петров Алексея та парнесем парса хавхалантартăмăр.

Уяв ирттерме укçа-тенкĕпе пулăшакан ял-йыша чĕререн тав тăватпăр! Пурне те, пурне те пысăк тав!

А. Угарова библиотека, И. Осипова Культура çурчĕн ертÿçисем.



21 июня 2016
09:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter