Асăнупа хурлăх кунĕнче «Çĕнтерӳ» мемориал комплексĕнчи Мухтав монуменчĕ умне чечек кăшăлĕсем хунă

 


Çĕртме уйăхĕн  22-мĕшĕнче «Çĕнтерӳ» мемориал комплексĕнчи Мухтав монуменчĕ умне çак кун чечек кăшăлĕсем выртрĕç. Хурлăхлă митинга Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев,  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, федераци влаçĕн территори органĕсен тата хула округĕсен ертӳçисем,   Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем,  хăй тытăмлăх органĕсен ертӳçисем, общественноç пĕрлĕхĕсен хастарĕсем, вăрçă ветеранĕсем, çар çыннисем хутшăннă. Тĕнчене фашизм пусмăрĕнчен хăтарнă паттăрсене сума суса, самант шăп тăрса вăрçă хирĕнчен таврăнайманнисене пуç тайса чысланă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунине асăнса хатĕрлесе тăратнă «Пурнăç» ятлă курав пăхса çаврăннă.  Аса илтеретпĕр, çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнчен пуçласа утă уйăхĕн 11-мĕш таран П.П.Хусанкай ячĕллĕ Культура керменĕнче  Çĕнтерĕве халалласа курав иртет. Пирĕншĕн пуриншĕн йывăр çак кун ячĕпе республикăри пур районпа хулара та иртнĕ хурлăхлă митингсенче тĕнчене фашизм чуринчен хăтарса сумлă ята тивĕçнĕ Çĕнтерӳçĕ салтакпа тылра лăш курмасăр тăрăшнисене сăвапланă.



22 июня 2016
13:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter