Патăрьел районĕ - экономика форумĕнче

Республика кунĕнче кăçал та яланхи пекех Шупашкарта экономика форумĕ иртет. Раççей шайĕнчи мероприятие 600 çын хутшăнĕ. Регионсем хушшинчи курав паян, июнь уйăхĕн 23-мĕшĕнче пуçланать, вăл виçĕ куна - июнĕн 26-мĕшĕччен "Контур" комплексра иртет. Ăна Ĕç çынни çулталăкне халалланă. Пĕрремĕш хутра - Чăваш республикинчи районсемпе хуласен тата Итали компанийĕсен, иккĕмĕшĕнче ĕç тăвакан влаç органĕсен, регионти организацисен тата ытти хуласенчен килсе çитнĕ хăнасен экспозицийĕсене вырнаçтараççĕ.

Шупашкар заливĕ хĕрринче йăлана кĕнĕ Пĕтĕм тĕнчери фейерверк фестивалĕ пулĕ. Уяв ытти культура мероприятийĕсемпе те пуян. Республика кунне пирĕн районтан та хисеплĕ ушкăн хутшăнать. Форум пуçланиччен эпир хамăр районтан тĕп хуламăра каякан хăш-пĕр делегатсемпе курса калаçрăмăр:

Л. Кузнецов, район администраци пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх, экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ:

"Экономика форумне район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов ертсе пыракан ушкăн хутшăнать. Кăçал республикăра Ĕç çынни çулталăкĕ пулнă май, унта пирĕн районăн ял хуçалăхĕпе, экономикипе, социаллă пурнăçĕпе тата ыттипе те тĕплĕн паллаштаракан 8 стенд виçĕ кун ĕçлет. Çавăн пекех выльăх-чĕрлĕхĕн, ял хуçалăх техникин макечĕсемпе те паллашма пулать. Патăрьел тăрăхĕпе тĕплĕнрех интересленекенсем район пирки хатĕрленĕ презентаци те пăхма пултараççĕ. Кашни хăнана, курма пыракана кăмăлтан кĕтетпĕр".

В. Фролова, район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн специалисчĕ:

"Иртнĕ çул Литература çулталăкĕ пулнă май, эпир хамăрăн районта çуралса ỹснĕ паллă писатель-поэтсене халалланă стенд хатĕрленĕччĕ. Республикăн тĕп хулинче пурăнакансемпе хăнасем хаваспах унпа паллашрĕç. Хамăрăн та курмалли те, вĕренмелли те нумай пулчĕ. Кăçал та çак форума эпĕ хаваспах хутшăнатăп. Виçĕ куна тăсăлакан мероприятинче нумай çĕнĕлĕх илессе шансах тăратăп".



23 июня 2016
11:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter