Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕпе Варнавăпа тĕлпулу ирттернĕ

 


Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар тата Чăваш Ен митрополичĕпе Варнавăпа,  Калуга тата Боровский митрополичĕпе Климентпа тĕлпулу ирттернĕ. Вырăс Православи чиркĕвĕнче тăрăшакансене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тав тунă.  Чăваш Республикинче халăха кăмăл-сипет енчен аталанса пыма пысăк витĕм кӳнĕшĕн, çынсем ытларах та ытларах православи тĕнне кăмăл тунăшăн, влаçпа чиркӳ пĕрлешĕвĕсем пĕр-пĕринпе ăнланса ĕçленĕшĕн ырланă. Социаллă пĕлтерĕшлĕ актуаллă ыйтусене татса парас ĕçре пулăшу панăшăн тав тунă.  Тĕлпулу вăхăтĕнче Шупашкарта çĕнĕрен хута каякан чиркӳн строительство ĕçĕ пирки тĕплĕн сӳтсе явнă. Чăваш Енре пурăнакансем объекта хута ярассишĕн тăрăшнине пĕлтернĕ. Тĕплĕнрех



23 июня 2016
16:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter