«Олимпийский» стадионта пыракан çĕршыв чемпионатĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пулнă

Çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çăмăл атлетикăпа иртекен Раççей чемпионатне çитсе килнĕ.  Республика Пуçлăхĕпе пĕрле Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçи Юрий Васильев, Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Шелтуков, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Петр Краснов, Елена Николаева пулнă.   Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев спортра мала тухнисене наградăсем парса чысланă. Чи пысăк кăтартăва икĕ хуччен те хисепе çĕнсе илнĕ Олимп чемпионĕ  Елена Исинбаева тивĕçнĕ.   Спортра çакăн пекех пысăк çитĕнӳсемпе Европа чемпионĕсем Анжелика Сидорова, Ольга Муллина палăрнă. Елена Исинбаевăна тата унăн тренерне республика Ертӳçи Михаил Игнатьев асăнмаллăх патшалăх символикиллĕ сехете парса хисеп тунă, малашне те пысăк çитĕнӳсемпе палăрма вăй-хал суннă. Регион Ертӳçи ăмăртусене курнă.  Хĕрсемпе яшсем çӳллĕшне сикессипе тата хăвăрт чупассипе ăмăртнă. Олимп чемпионĕ Елена Николаева Чăваш Енре ăмăртусем çав тери пысăк шайра иртнине каланă. «Олимпийский» стадионта спорта юратакансем тахçантанпах кĕтнĕ çĕршыв чемпионачĕ иртет. Ку ăмăрту Чăваш Ен çĕрĕ çинче пиллĕкмĕш хут пырать.  Тĕплĕнрех



23 июня 2016
08:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter