Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта «Регионсем: экономика ӳсĕмĕн çĕнĕ çăлкуçĕсем» экономика форумне уçнă çĕре хутшăннă

 


Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта «Регионсем: экономика ӳсĕмĕн çĕнĕ çăлкуçĕсем» экономика форумне уçнă çĕре хутшăннă. Унта 1000 ытла çын Раççей регионĕсен пулнă. Форум ĕçне пухăннисене республика Ертӳçи саламланă, регионсенче экономикăна аталантарас ыйту çине тимлĕх уйăрнăшăн тав тунă. Санкт-Петербургра пулнă Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче Раççей Федерацийĕн субъекчĕсенчи инвестици лару-тăрăвĕн наци рейтингне пĕтĕмлетнĕ. Чăваш Республики тăххăрмĕш вырăнтан улттăмăшне çĕкленнĕ. Наци рейтингĕ регионсенче бизнеса аталантарма икĕ çулта пысăк усă кӳрессине çирĕплетнĕ. Ыйтăма çĕршыври предпринимательсен 8 проценчĕ, 400 пин çын, хутшăннă. Кăçал регионсен хушшинчи тупăшу вăйланнине. Наци рейтингĕ регионсенче инвестици илĕртӳлĕхне лайăхлатма май парать, вăйсăр енсене асăрхаса вăйлатма пулăшать. М.Игнатьев Чăваш Ен тĕлĕшпе наци рейтингĕн кăтартăвĕ лайăхланнине пĕтĕм команда килĕшӳллĕ ĕçленĕрен килнине çирĕплетнĕ. "Рейтинг предпринимательсен республика бизнесне аталантарма май пуррине çирĕплетекен шухăшне палăртать. Çакă питĕ пĕлтерĕшлĕ", — тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май, республикăра электротехника промышленноçĕ, апат-çимĕç, хими производствисем çирĕппĕн аталанса пынине асăннă.  Кăçалхи çул тăватă уйăх хушшинче промышленноç производствин ӳсĕмĕ 114 процентпа танлашнă, ял хуçалăхĕ – 111,1 процент.  Чăваш Енре калăпланса тухакан таварсем Раççей регионĕсенче, ют çĕршывсенче те анлăн сарăлнине пĕлтернĕ Михаил Игнатьев. Палăртма кăмăллă, паянхи куна çĕршывĕпе паллă пысăк предприятисем Испанирен, Германирен, Сербирен, Японирен пирĕн республикăра ĕçлеççĕ.    Тĕнчипе паллă пысăк банксем: ВТБ 24, Газпромбанк пирĕн республикăра пулни те паха.  Çаксем пĕтĕмпех республикăра бизнеса аталанса пыма кирлĕ пек условисем пуррине çирĕплетсе параççĕ.  Тата тепĕр пысăк çитĕнӳсем пирки те чарăнса тăнă. Регионта демографи лару-тăрăвĕ питĕ лайăх пулса пырать. Нумай çул пурăнакансем, йышлă çемьесен шучĕ те республикăра çулран-çул ӳссех пырать. Тĕрлĕ отрасльти специалистсен квалификацине ӳстерес, çамрăксенчен производствăра кирлĕ кадрсем хатĕрлес тĕлĕшпе нумай ĕçлени  куçкĕретех. Форумра ертӳçĕсем актуаллă ыйтусене пăхса тухнă, экономикăна аталантарасси пирки тĕплĕн сӳтсе явнă. Пухăннă экспертсен шухăшĕпе, Чăваш Ен пуриншĕн те уçă регион, ӳсĕмлĕн аталанать, инженери, телекоммуникаци, транспорт инфратытăмĕ çирĕп, республикăн инвестици климачĕ илĕртӳллĕ. Тĕплĕнрех



23 июня 2016
13:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter