Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Республика кунне халалласа Элĕк районĕнче ирттернĕ пысăк уява хутшăннă

 



Çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Республика кунне халалласа, Элĕк районĕнче ирттернĕ пысăк савăнăçлă уява хутшăннă.  Палăртса кăмăллă, Элĕксем чăннипех те уява çав тери паха хатĕрленнĕ.  Муниципалитетра çул-йĕрсене тирпейлесе сарнă, тавралăхра илемлĕх хуçаланать.  Ялсенче пĕвесене, çырма-çатрасене пĕтĕмпех йĕркене кĕртнĕ. Пĕр сăмахпа палăртсан, районăн сăн-сăпачĕ тĕлĕнмелле хитреленнĕ. Паян уява пухăннисене саламлама  республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа кайнă. Вĕсемпе пĕрле Раççей Федерацийĕн Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн регионти уйрăмĕн Секретарĕ Николай Малов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова, Чăваш Республикинчи пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен  Патшалăх комитечĕн председателĕ Наталия Тимофеева культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев тата ытти официаллă çынсем пухăннă.  Çак кун Элĕкри Йăлкăш салинче модульлĕ фельдшерпа акушер пунктне уçнă. «Хамăр çине илнĕ пур ĕçе те яваплăха туйса пĕтĕмпех туллин тивĕçтеретпĕр», - тенĕ Михаил Игнатьев çĕнĕ объекта уçнă май. 2015-мĕш çулта Чăваш Енре ФАПсем хута ярассипе йышăннă программăна пĕтĕмпех вĕçленĕ, пурĕ 100 учреждени хута янă. Программăна малалла тăснă, 2018-мĕш çул тĕлне тата та 50 ФАП çĕклесе лартма тĕллев лартнă. Юлашки виçĕ çулта Элĕкре пурĕ 4 ФАП хута кайнă, халăх  медицина пулăшăвĕпе питĕ кăмăллă.   Малалла хăнасем «Фотообъективра – Элӗк районӗ» электрон фотоальбом пре­зентацийӗпе паллашнă, ăна «Централизациленӗ библиотека тытӑмӗ» муни­ципалитетӑн бюджет культура учрежденийӗхатĕрлесе тăратнă, «Элĕк енӗн ҫамрӑк таланчӗсем» ачасен хӑй пултарулӑх концертне курнă, вăл Элӗк салинче, Совет Союзӗн Геройӗ М.Е. Ефимов ячӗллӗ тӳремре иртнĕ. Элӗк районӗнчи хӑй пултарулӑх ушкӑнӗсем театрализацилесе утнă, халăх тури чăвашсен культурине пăхса килленнĕ.



24 июня 2016
10:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter