Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Республика кунӗ ячӗпе саламлани

Хаклӑ ентешӗмӗрсем!

Сире Республика кунӗ ячӗпе пӗтӗм чунтан саламлатӑп!

Пире чӑннипех те тивлетлӗ ҫӗршывра – аслӑ Атӑл мӑнаҫлӑн юхса иртекен, 128 наци ҫыннисемшӗн тата 8 халӑх ушкӑнӗшӗн тӑван кил шутланакан тӑрӑхра – ӗҫлеме тата пурӑнма телей пӳрнӗ.

Чӑваш Ен халӑхӗн ӗҫченлӗхӗ республика тулашӗнче те мухтава тивӗҫнӗ. Вӑл кӑткӑс тӗллевсене татса парас шутпа пӗрлешме пӗлни, пӗр-пӗрне пулӑшма вӗрентекен йӑла-йӗркене ҫирӗппӗн тытса пыни Чӑваш Республикин кал-кал аталанӑвӗн никӗсӗ пулса тӑчӗ.

Пӗрле эпир чылай ӗҫ пурнӑҫларӑмӑр. Хуласемпе ялсем капӑрланса илемленеҫҫӗ, инфратытӑм аталанать – ҫӗнӗ ҫулсем хута каяҫҫӗ, ку чухнехи ача сачӗсемпе шкулсем, спорт тата медицина объекчӗсем, пурӑнмалли ҫуртсем ҫӗкленеҫҫӗ, ҫӗнӗ производствӑсемпе предприятисем, туризмпа сервис индустрийӗн объекчӗсем уҫӑлаҫҫӗ.

Пӗлтӗр Чӑваш Ене ачасемшӗн пурӑнма чи лайӑх майсем туса панӑ Раҫҫей регионӗсенчен пӗри тесе йышӑннӑ.

Республика Раҫҫей Федерацийӗн чи инновациллӗ пилӗк субъекчӗ шутне кӗчӗ.

Чӑваш Ен ҫӗр ӗҫченӗсем производствӑра инновациллӗ технологисемпе усӑ кураҫҫӗ. Хресченсен тухӑҫлӑ ӗҫӗ республикӑра пурӑнакансене ял хуҫалӑхӗн паха продукцийӗпе тата апат-ҫимӗҫ продукчӗсемпе туллин тивӗҫтерме май парать.

Социаллӑ ҫул-йӗрлӗ политикӑна тӗллевлӗн пурнӑҫласа пынине, экологи тӑрӑмне аванлатнине, наци сывлӑхне ҫирӗплетнине пула демографи лару-тӑрӑвӗ лайӑхланать, вӑрӑм ӗмӗрлӗ ҫынсен шучӗ, нумай ачаллӑ ҫемьесен йышӗ ӳсет.

Эпир ҫамрӑк ӑрӑва хамӑр халӑх хушшинче йӑлана кӗнӗ ҫемье хаклӑхӗсене тӗпе хурса пӑхса ҫитӗнтеретпӗр, аслӑ ӑру ҫыннисемпе хальхи вӑхӑтри ӗҫченсене хисеплеме вӗрентетпӗр.

2016 ҫула Чӑваш Енре Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ тесе йышӑннӑ. Этем аталанӑвне инвестицисем хывни, кашни ҫынах хӑйӗн пултарулӑхӗпе туллин усӑ курма пултармалли майсем туса хуни пирӗн пӗрлехи ҫитӗнӳсен никӗсне йӗркелеҫҫӗ.

Эпир паян пирӗн регион пысӑк вӑй-хӑватлӑ тата ырӑ малашлӑхлӑ пулнине ҫирӗплетсех калама пултаратпӑр. Хальхи Чӑваш Ен вӑл – ҫӗр пин мехелпе палӑрса тӑракан сумлӑ ҫӗршыв, малашлӑхалла ӑнтӑлакан, пысӑк пӗлтерӗшлӗ плансене шанчӑклӑн пурнӑҫа кӗртекен регион.

Республикӑра пурӑнакансене тӑван ҫӗре чӑннипех юратнӑшӑн чӗререн тав тӑватӑп!

Пӗтӗм чунтан ҫирӗп сывлӑх, телей тата ырлӑх сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                                        М. Игнатьев

 



24 июня 2016
09:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter