Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Раççей çăл куçĕсем» Пĕтĕм тĕнчери халăх пултарулăхĕн фестивальне савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре хутшăннă

 


Çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин  Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Раççей çăл куçĕсем» Пĕтĕм тĕнчери халăх пултарулăхĕн фестивальне савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре хутшăннă. Паллă пулăма Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ, Вĕренӳ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн çумĕ Алена Аршинова, Раççей Федерацийĕн  Федераци Канашĕн членĕ Вадим Николаев, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев, хула ертӳлĕхĕ тата ытти официаллă çынсем пухăннă.   Ĕçе юратни халăх куç умĕнче тесе кăçалхи çула Ĕç  çыннин çулталăкне халалласа ирттернĕ савăнăçлă уява. Хĕрлĕ тӳремре Чăваш Енрен хуласемпе районсенчен, тĕрлĕ пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен куравĕсене йĕркелесе тăратнă.  Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев халăхпа тĕл пулнă, ăстаçăсемпе калаçнă, вĕсен пултарулăхне хакланă. «Сирĕн паха ĕçĕр – çав тери пысăк пуянлăх.  Мĕншĕн тесен, эсир хăвăрăн ĕçе пĕтĕм чун-чĕререн юратса пурнăçланă», - тесе каланă Михаил Игнатьев.  Уява пухăннисене Республика кунĕпе саламланă. «Пĕтĕм тĕнче шайĕнче ирттерекен фестиваль йăлана кĕрсе юлчĕ. Пире, çав тери кăмăллă, хамăрăн йăла-йĕркене хисеплесе, упраса хăварма пĕлни. Хамăрăн историне, илемлĕ чăваш чĕлхине, культурăна хисеплени пархатарлă. Çитĕнекен ăру та çакна ăша хывса пурăнать. Пирĕн мăн асаттемĕрсен йăлисем, кĕвви юрри, ташшисем паянхи кун та пысăк пĕлтерĕшлĕ.  Пирĕн пурсăмăрăн та çак паха пуянлăха тытса пырса упраса хăварасси тĕп тĕллев», - тесе палăртса каланă Михаил Игнатьев.  Эпир паян пирӗн регион пысӑк вӑй-хӑватлӑ тата ырӑ малашлӑхлӑ пулнине ҫирӗплетсех калама пултаратпӑр. Хальхи Чӑваш Ен вӑл – ҫӗр пин мехелпе палӑрса тӑракан сумлӑ ҫӗршыв, малашлӑхалла ӑнтӑлакан, пысӑк пӗлтерӗшлӗ плансене шанчӑклӑн пурнӑҫа кӗртекен регион. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикӑра пурӑнакансене тӑван ҫӗре чӑннипех юратнӑшӑн чӗререн тав тунă,  пӗтӗм чунтан ҫирӗп сывлӑх, телей тата ырлӑх суннă. 

 Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова уява пухăннă мĕнпур çынна чĕререн ăшшăн саламланă, халăхпа пĕрле  патшалăх гимнне юрланă. «Паян чаплă пулăма хĕрӳллĕ çынсем пуçтарăннă, кашни халăх уяв лайăх ирттĕр тесе савăнать. Малашне те пирĕн юратнă республика чечеклентĕр, çирĕпленсе мăнаçлантăр», - тенĕ вăл. Уяв çыннисене ытти официаллă хăнасем те саламланă.   

 Тĕплĕнрех



24 июня 2016
09:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter