Муниципалитет служащийӗсен IX кунне кăçал Куславкка районĕнчи Çĕньял тăрăхĕнче ирттернĕ

Муниципалитетсене ертсе пыракансен тата муниципалитет служащийӗсен  Республика уявне халалласа, çĕртме уйăхĕн 25-мӗшӗнче,  вӗсем асӑннӑ ӗҫре тӑрмашакансен IX кунне хутшӑннӑ. Кăçал мероприятине Куславкка районĕнчи Çĕньял тăрăхĕнче ирттернĕ. Мероприятине пухăннисене саламланă май, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  Чӑваш Ен инвесторсене укҫа-тенкӗ хывма илӗртӳллӗ регион пулнине, влаҫра ларакансем халӑх пурнӑҫне лайӑхлатассишӗн ҫине тӑрса ӗҫленине палӑртса хӑварнӑ. Раççейре асăннă кăтартупа улттăмĕш вырăнта тăнине пĕлтернĕ. Çитĕнӳ çав тери пысăк республикăн. Мероприятинче спорта хутшăннисем утӑ ҫулассипе, спортăн тĕрлĕ енĕпе ăмăртнă. «Пӑхаттир пуҫлӑх» номинацире ку ята Шупашкар районӗнчи Кăшнавăш ялне ертсе пыракан Сергей Мульдияров ҫӗнсе илнӗ, иккӗмӗш вырӑнта — Тӑвай районӗнчи Йăнтăрччă ял поселенийĕн пуҫлӑхӗ Анатолий Семенов, виҫҫӗмӗшӗнче — Вӑрнар районӗнчи Мăн Явăш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Андрей Васильев тивĕçлĕ пулнă. Хутӑш эстафетӑра Шупашкар районӗ мала тухнӑ, иккӗмӗшӗнче — куславккасем, виҫҫӗмӗшӗнче — сӗнтӗрвӑррисем.

 



25 июня 2016
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter