Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Правительствинче ĕçлĕ тĕлпулусем ирттернĕ

Çĕртме уйăхĕн  27-мĕшĕнче Мускава Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа кайнă. Раççей Федерацийĕн Правительствинче ĕçлĕ тĕлпулусем ирттернĕ. Регионта социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама федераци хыснинчен куçакан пулăшусем пирки сӳтсе явнă.  2016-мĕш çулта ĕç рынокĕнче ĕçсĕрлĕхе чакарассипе çыхăннă ыйтусем тавра та сăмах пуçарнă. Аса илтеретпĕр, пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнче пирĕн регионта РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ĕçлĕ канашлу ирттернĕ пулнă.  Ун чухне, шăпах та Шупашкарти Тракторсем кăларакан заводăн шăпи пирки те тĕплĕн сӳтсе явнă пулнă. Халăх ĕçсĕр тăрса юлас хăрушлăх пысăк пулни пирки канашланă. Ыйтăва татса парас тĕллевпе, республикăра йышăннă программăна пурнăçлама федерацирен 154,2 млн. тенкĕ куçасси паллă.  Программăна регионти 41 предприятирен пурĕ 4695 çын хутшăнать. Вĕсенчен ытларах пайĕ Тракторсем калăплакан заводран, Шупашкарти Агрегат завочĕ, Промтрактор тата ытти хăш-пĕр предприятисем. Палăртас пулсан, Тракторсем кăларакан заводран пурĕ 2765 çын явăçтарма палăртса хунă, 60 процент. Патшалăх енчен тивĕçтерекен пулăшу 80 млн. тенкĕ палăртнă.  Ку хутĕнче Мускавра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  РФ Правительствинче   регионта федераци бюджетĕнчен республикăри Онкодиспансера хута яма субсиди куçарас ыйтăва та сӳтсе явнă. Региона халлĕхе федераци хыснинчен пĕрремĕш пай 195 млн.куçнă та. Палăртса хунă тăрăх, пĕтĕмĕшле региона 363,5 млн. тенкĕ куçасси паллă. Куçнă укçапа сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕнче строительство ĕçне пурнăçлама тата медицина хатĕрĕсене туянма тĕллев лартнă.     Паянхи канашлура республикăна куçармалли укçан иккĕмĕш пайĕ пирки калаçнă, унпа епле ĕçсем пурнăçламалли пирки те сăмах пуçарнă. Кунсăр пуçне  республикăна федераци хыснинчен 500 млн. тенкĕ дотаци мелĕпе те укçа куçарасси паллă.   



27 июня 2016
17:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter