Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫамрӑксен кунӗ ячӗпе саламлани

Ҫамрӑк туссем!

 Ҫамрӑклӑх – пурнӑҫри чи те­лейлӗ те савӑк, ҫӗнӗлӗхсем тума, ха­мӑр пул­тару­лӑха тул­­лин уҫ­ма хав­халантаракан, чунра таса кӑ­мӑл-туйӑм тапса тӑракан ытарайми вӑхӑт. Унпа пӗрлех вӑл яваплӑ тап­хӑр та, мӗн­шӗн тесен малашнехи кун-ҫулпа пулас ҫитӗнӳсен ни­кӗсӗ шӑ­пах ҫа­вӑн чу­­х­­не йӗркеленет.

Чӑваш Республикинче ҫамрӑксене тӗрлӗ енлӗн аталантармалли ҫи­­рӗп ресурс базине туса хунӑ. Регионта ку чухнехи вӗренӳ тытӑмне йӗ­р­келенӗ, хуш­ма пӗлӳ паракан учрежденисен анлӑ сечӗпе лайӑх ата­лан­нӑ спорт ин­фратытӑмӗ ӑнӑҫлӑ ӗҫлеҫҫӗ, ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗсене пу­лӑш­са тӑратпӑр.

Чӑваш Ен Правительствин паянхи чи пӗлтерӗшлӗ тӗллевӗсенчен пӗ­­ри – яш-кӗрӗме пултаруллӑ ӗҫ-хӗле, общество пурнӑҫне хастарлӑн явӑҫ­­­тарасси, ҫамрӑксене ырӑ йӑла-йӗрке витӗмӗпе тӑван ҫӗре юратма, тӳсӗмлӗ те ырӑ кӑмӑллӑ пулма, аслисене хисеплеме вӗрентсе пӑхса ҫи­тӗн­те­ресси.

Ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗсене социаллӑ проектсемпе пуҫарусене пур­нӑҫа кӗртме укҫа-тенкӗ уйӑрса пулӑшатпӑр. Тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑ­ша­кан пул­та­руллӑ специалистсене хавхалантарас шутпа Чӑваш Республикин Ҫам­рӑксен патшалӑх премийӗсене паратпӑр. Юлашки виҫӗ ҫулта вӗ­сен шу­чӗ икӗ хут ӳсрӗ, лауреатсене тивӗҫекен тӳлев виҫи те самаях пы­­­сӑк­лан­чӗ. Пултар­у­лӑх­ри ӑнтӑ­лу­шӑн кашни ҫулах пӗр пин каччӑпа хӗ­ре Чӑ­ваш Рес­публикин Пуҫлӑхӗн стипендийӗсене тӳлесе хавхалан­та­рат­пӑр.

Хаклӑ туссем! Маттур та хастар пулӑр! Хӑвӑра аталантармалли мӗн­­пур майпа усӑ курӑр, умӑра пысӑк тӗллевсем лартма тата вӗсене пур­нӑҫлама тӑрӑшӑр! Ыранхи лайӑх пурнӑҫ эсир паян мӗнлерех вӑй хунинчен килет. Ӑспа пуянланӑр, хӑвӑр пултарулӑхӑра тӑтӑшах аталантар­са пырӑр, хуть те мӗнле ҫитӗнӳ никӗсне те ырми-канми ӗҫ, тӑ­рӑ­шу­лӑх, ҫирӗппӗн малалла талпӑнни йӗркеленине яланах асра тытӑр.

Раҫҫейпе пирӗн юратнӑ тӑван Чӑваш Енӗн аслӑ малашлӑхӗ сирӗн аллӑрта!

Сире пӗтӗм ырӑ пуҫарура ӑнӑҫу тата ҫитӗнӳсем сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                         М.Игнатьев



27 июня 2016
08:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter