Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Пĕтĕм Раççейри политика партийĕн XV-мĕш съезчĕн ларăвне хутшăннă

 


Çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Пĕтĕм Раççейри политика партийĕн XV-мĕш съезчĕн ларăвне хутшăннă. Ĕçе пухăннисене Раççей Президенчĕ Владимир Путин саламланă. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн членĕсем халăхпа уççăмăн ĕçленине, вĕсен витĕмлĕхĕ те пысăк пулнине палăртнă. «Эпĕ çак парти пултăрччĕ тесе ĕçе хам пуçарса ятăм.  Обществăпа патшалăха çирĕплетекен пĕрлĕх пуласса шантăм», - тесе каланă Владимир Путин. Асăннă партине пула, Раççейре социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама, экономикăна çĕклеме, приоритетлă наци ыйтăвĕсене пурнăçа кĕртме, демографи лару-тăрăвне лайăхлатма май килнине те палăртнă вăл. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» пĕтĕм Раççейри политика партийĕн председателĕ, РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев хăйĕн сăмахĕнче партийĕн тĕп тĕллевĕ Раççейе хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан патшалăх тăвасси кăна мар, паллах ку ĕç те пысăк пĕлтерĕшлĕ, анчах та экономикăн пуласлăхне витĕм кӳресси вара чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри пулнине каланă. «Партисем хушшинчи ĕçсем çивĕч, уçăмлăн пулĕç», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май.   Халăх килĕштерекен, кандидатсем яланах суйлавра çĕнсе илессине каланă. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» парти пайташĕсем  ĕçпе пиçĕхнĕ çынсем. Вĕсем халăх валли тăрăшни куçкĕретех. Хăйсем çине илнĕ пур ĕçе те яланах туллин пурнăçлаççĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев. Суйлав умĕнхи партийĕн ятарлă программине те пăхса тухса çирĕплетнĕ. Патшалăх Думине тăратмалли кандидатсене те тишкернĕ.  



28 июня 2016
08:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter