Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пермь хулинче ĕçлĕ визитпа пулнă, Атăлçи федераци тăрăхĕн канаш ларăвне хутшăннă

 


Çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пермь хулинче ĕçлĕ визитпа пулнă, Атăлçи федераци тăрăхĕн канаш ларăвне хутшăннă. Паллă мероприятине Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич йĕркелесе ертсе пынă. Канашлăва пухăннисем коммерцисĕр организацисене патшалăх енчен витĕм кӳрессипе çыхăннă ыйтусем тавра калаçнă. Михаил Бабич хăйĕн сăмахĕнче палăртнă ыйтăвăн актуаллăхĕ пирки чарăнса тăнă, общество пĕрлĕхĕн витĕмлĕхĕ ӳссе пыни çинчен асăннă. Уйрăмах обществăлла организацисем вĕренӳ, социаллă хӳтлĕх, спорт пайĕнче пулăшу кӳнине каланă. Палăртас пулсан, округри регионсенче пурĕ 40 пин ытла коммерцисĕр организацисене шута илнĕ.  Вĕсенчен 6,3 пин организацийĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсемпе тăрăшать. Михаил Бабич шăпах та коммерцисĕр организацисене патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерес ыйту пирки чарăнса тăнă.  Юлашки çулсенче коммерцисĕр организацисене патшалăх аталанса пыма кирлĕ пек условисем йĕркелесе парасси çине кăна тимлĕх уйăрманнине, укçан та пулăшу панине асăннă. Калăпăр, 2013-2015-мĕш çулсенче Президент грантне илме пурĕ федераци хыснинчен 10,5 млрд. тенкĕ уйăрнă.  РФ экономика министерствин ирттернĕ конкурссен çĕнтерӳçĕсене хавхалантарма 730 млн. тенкĕ пăхса хăварнă пулнă.  Паянхи пурнăç таппинче укçа уйăрасси пирки кăна канашлани çителĕксĕр, ытларах организацисем обществăна еплерех витĕм кӳни пирки те сăмах пуçармалла. Кун çинчен Михаил Бабич та каласа хăварнă.   Канашлăвăн кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа Пермь крайĕн губернаторĕ Виктор Басаргин калаçнă.

Чăваш Республикинче 2016-мĕш çул кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпе   1151 коммерцисĕр организацине шута илнĕ. Пиллĕк çул хушшинче вĕсене пурĕ 53,6 млн. тенкĕ чухлĕ пулăшу уйăрнă. Сумлă хăнасем социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсен ĕçĕсемпе паллашнă.  Чăваш Республикинчен Ĕç çыннин çулталăкне халалласа, «Асамат кĕперĕ» ятлă обществăлла организаци курав хатĕрлесе тăратнă. Çитĕнекен ăрăва ĕç профессине хисеплеме вĕрентесси çине тимлĕх уйăрнă. «Ĕç гимнĕ» яш-кĕрĕме пулас профессине суйласа илме пулăшнине асăннă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Чăваш Республикинчи фитнес-аэробика федерацийĕн обществăлла организацийĕн ертӳçи Оксана Вербина канашлăва пухăннă сумлă ертӳçĕсене Чăваш Енре спорта халалласа ирттернĕ пысăк мероприятисем пирки каласа кăтартнă, çитĕнекен ăру сывă пурнăç йĕркине кăмăл тунине пĕлтернĕ.   Михаил Бабич Чăваш Енĕн паха опычĕ ытти регионсемшĕн тĕслĕх пулса тăнине çирĕплетсех каланă. «Куравсем умĕпе ахаль кăна утса  иртме май çук.  Пире вĕсем пурсăмăра та хавхалантараççĕ», - тесе палăртнă Михаил Бабич. Тĕплĕнрех



29 июня 2016
08:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter