Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев наркотика хирĕç кĕрешекен комиссийĕн ларăвне ирттернĕ

 


Çĕртме уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев наркотика хирĕç кĕрешекен комиссийĕн ларăвне ирттернĕ.  Наркотиксен юхăмне лексе аптранă çынсене комплекслă пулăшу парассипе йышăннă 2016-2017-мĕш çулхи планри ĕçсем çинчен Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова, Чăваш Республикинчи ĕçлев министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Елена Сапаркина, Чăваш Енри шалти ĕçсен министерствин уголовнăй шырав управленийĕн наркотиксен саккунсăр çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан пай пуçлăхĕ  Денис Шакуров тĕплĕн чарăнса тăнă.   Чăваш Енре çӳлерех асăннă ыйтупа çирĕп йĕрке тытса пынине палăртнă ертӳçĕсем. Инкеке лекнĕ ачасен ашшĕ-амăшĕсемпе кулленех профилактика ĕçĕсене ирттерни, право хуралĕнче тăрăшакансемпе тачă çыхăнура тăни те куçкĕретех. Чăваш Республикинчи УФСИН ĕçченĕсем тĕрмерен тухнисемпе те кулленех çирĕп ĕçсем йĕркелесе пыни паллă. Наркотиксем сарăлассинчен сыхă тăраççĕ.  Енчен те ача наркотиксемпе алхаснă пулсан, вĕсен çемьисене учета илеççĕ, пĕр сăмахпа палăртсан, регионта ыйтăва çирĕп тĕрĕслевре тытаççĕ.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ тĕрлĕ тытăмра вăй хуракансем ыйтăва кирлĕ пек татса парассипе тухăçлă ĕçлесе пынине палăртнă.  Кăтарту та çук мар, анчах та çитĕнӳсемпе лăпланса лармалла мар, малашне те ыйтăва куçран вĕçерме юраманнине çирĕп асăрхаттарнă Михаил Игнатьев.

  Тĕплĕнрех

 



29 июня 2016
15:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter