Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççейри предпринимательсен прависене хӳтĕлекен РФ Президенчĕ çумĕнчи Уполномоченнăйпа Борис Титовпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççейри предпринимательсен прависене хӳтĕлекен РФ Президенчĕ çумĕнчи Уполномоченнăйпа Борис Титовпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Калаçăва Чăваш Енри предпринимательсен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй Владимир Иванов та хутшăннă.  Чи малтанах ĕçлĕ калаçăва тытăниччен Михаил Игнатьев сумлă хăнана республикăри предпринимательсемпе тачă çыхăну тытнăшăн, тухăçлă ĕçленĕшĕн, витĕм кӳнĕшĕн ырласа тав сăмахĕ каланă. Сăмаха май,  хăнана вăл Чăваш Ени социаллă пурнăçпа экономика лару-тăрăвĕпе паллаштарнă. Тĕнчере импорта улăштарассипе йышăннă мерăсем хăйсене майлă паха тивĕçлĕ тупăш панине асăннă. Регионта пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх активлă аталанса пынине кура, промышленноç производствин калăпăшĕ 14 процента ӳсни те çакнах çирĕплетсе панине пĕлтернĕ ертӳçĕне.  Ял хуçалăх пайĕ те курăмлă аталанса пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Республикăра пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсене хатĕрлесси кирлĕ пек шайра пулса пынине те каласа хăварнă. Борис Титов Чăваш Енре предпринимательлĕх тивĕçлĕ, кăтартуллă аталаннине палăртнă. Республика ертӳлхĕпе предпринимательсен пĕрлешĕвĕ пĕр-пĕринпе ăнланса ĕçленине, ăна пула регионта социаллă пурнăç та пĕр тан лайăх пулса пынине каланă. Михаил Игнатьева  çĕршыври экономика лару-тăрăвĕпе, унăн тĕп çул-йĕрсемпе паллаштарнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев калаçăва пĕтĕмлетнĕ май, регионта бизнес лайăх аталанса пытăр тесе, Чăваш Ен Правительстви сахал мар кирлĕ пек условисем йĕркелесе тăратнине асăннă, республикăн инвестици илĕртӳлĕхĕ пысăк пулнине каланă, малашне те пĕр-пĕринпе тухăçлă ĕçлессине палăртнă. Тĕплĕнрех



03 июня 2016
17:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter