Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Хуласем хушшинчи правительство çыхăнăвне йĕркелесе пыракан службăна 85 çул çитнине халалласа ирттернĕ савăнăçлă мероприятине хутшăннă

 


Çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Хуласем хушшинчи правительство çыхăнăвне йĕркелесе пыракан службăна 85 çул çитнине халалласа ирттернĕ савăнăçлă мероприятине хутшăннă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Раççей Федерацийĕн Федераци сыхлав службин ятарлă çыхăнусен тата информаци центрĕн ĕçченĕсене, ветеранĕсене професси уявĕпе саламланă, вĕсене паттăрлăхшăн, хăйсене шанса панă ĕçе тӳрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн тав тунă. Çак асăннă служба Правительство çыхăнăвне нихăçан та татса яманнине, нимĕнле кăлтăксемсĕрех ятарлă çыхăнăва тухма пулăшнине асăннă. «Эсир чрезвычайлă лару-тăрура, тĕлĕ нацисем хушшинче ăнланмаллăх пулассинчен сыхă тăратăр, çыхăнусене те вăхăтра йĕркелесе паратăр. Тĕрлĕ хыпара хӳтĕлеме пĕлетĕр.  Пĕр сăмахпа каласан, хăвăра шаннă ĕçе тӳрĕ кăмăлпа ăнăçлă пурнăçлатăр», - тенĕ Михаил Игнатьев сăмаха малалла тăснă май. Чăваш Енри Центр пуçлăхĕ  Игорь Шайдуллин хăйĕн сăмахĕнче  Чăваш Республикинчи  Раççей ФСО ĕçченĕсем Раççей, Чăваш Ен ырлăхĕшĕн малашне те хăйсене шанса панă ĕçе професси шайĕнче пурнăçласса каланă.   Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хастарлăхпа, ĕçре уйрăм çитĕнӳсем тунисене патшалăх наградисем парса чысланă, вĕсем: Игорь Иванов, Олег Забеленков, Сергей Юркин.  Тĕплĕнрех

 



03 июня 2016
09:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter