Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Чăвашавтоçул» предприятийĕн çивĕч ыйтăвĕсене республикăра влаç органĕсенче тăрăшакансене çирĕп асăрхаса тăма хушнă

 


Çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  «Чăвашавтоçул» АУО предприяти панкрута тухассипе çыхăннă ыйтупа ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Актуаллă чи çивĕч ыйтусене пăхса тухма Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Михаил Резников,  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – строительство министрĕ Олег Марков, Чăваш Республикин транспорт министрĕ Владимир Доброхотов, «Чăвашупрçул» организаци ертӳçи Игорь Прусаков, «Чăвашавтоçул» АУО конкурс управляющийĕн пулăшуçи Юрий Парамонов,  Раççей Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управлящийĕн çумĕ Владислав Гольцев хутшăннă.  Чи малтанах канашлăва тытăниччен, республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăй патне халăх регионта путăк çурăклă çулсене халĕ те тирпейлесе çитерменни пирки пăшăрханса тăтăшах ыйтса çырнине пĕлтернĕ.  Кăçалхи çул республикăри çулсене тирпейлеме тата çĕнĕрен сарма пурĕ 4,1 млрд. тенкĕ федераци хыснинчен куçассине каланă вăл.   «Бюджетран уйăракан укçапа тухăçлă тата тĕллевлĕ, тирпейлĕ усă курмалла. Пирĕнтен кашнин хăйне шанса панă ĕçе тӳрĕ кăмăлпа, яваплăха туйса пурнăçламалла», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  Иван Моторин хăйĕн сăмахĕнче «Чăвашавтоçул» АУО тĕп информацийĕсем пирки чарăнса тăнă.  Предприятийĕн панкрута тухас хăрушлăхĕ 2014-мĕш çултан тытăннине палăртнă.  Ăна пула та, 2015-мĕш çулта авăн уйăхĕнчен пуçласа финанс тĕлĕшĕнчен витĕм кӳме Чăваш Республикин транспорт министерствине ятарлă хушăсем те панă пулнă. Республикăри муниципалитетсемпе килĕшӳ ĕç хучĕсене пăрахăçлама сĕннĕ.  Предприятине сахал мар пулăшу панă, парăмсене каялла тавăрма витĕм кӳнĕ, анчах та кăтарту ырă енне куçман. «Контрактсем те пулнă, витĕмлĕх те кӳнĕ, кăлăхах, предприяти вăй илеймен», - тенĕ Иван Моторин. 2016-мĕш çулта ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче организацине панкрута тухма пултарни çинчен асăрхаттарса ултă уйăхлăх ятарлă вăхăт панă.   Паян вĕсем ĕçлесе илнĕ предприятийĕн тупăшĕ пĕтĕмпех парăмсене татма куçнине каланă премьер-министр.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев халăха пахалăхлă çулсемпе тивĕçтересси тĕп ыйтусенчен пĕри шутланнине асăннă. «Çынсен пĕтĕмпех  çул-йĕр ыйтăвĕсен хуравĕсене пĕлсе тăмалла.  Эпир пĕр республикăра пурăнатпăр, пурин те халăх ырлăхĕшĕн таса чунпа яваплăха туйса ĕçлемелле», - тенĕ.  Раççей Перекет банкĕн Чăваш Енри уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ Владислав Гольцов «Чăвашавтодор» çĕнĕ инвестор çине куçассин ыйтăвĕсене вĕсене пĕлтерсе тăма ыйтнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Чăвашавтоçул» предприятийĕн çивĕч ыйтăвĕсене республикăра влаç органĕсенче тăрăшакансене çирĕп асăрхаса тăма хушнă, патшалăх тата халăх шухăшне тĕпе хурса хӳтĕлемеллине каланă.  «Эпир хамăрпа банкирсемпе бизнесменсене хуçалантарма памастпăр. Пирĕн çирĕп йĕрке пулмалла пур ĕçре те, кирлĕ пек йышăнусем туса хăварма пĕлмелле. Çакă пирĕн патшалăхăн принциплă позици шутланать», - тесе пĕтĕмлетнĕ калаçăва Михаил Игнатьев.  Тĕплĕнрех

 



03 июня 2016
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter