Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр министрĕ пулма Михаил Резникова çирĕплетнĕ

 


Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕнчен  Владимир Доброхотова кăлармалли хушăва алă пуснă.  Паян Чăваш Ен  Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ  пулса ĕçленĕ Михаил Резниковпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Ăна паянтан Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр министрĕ пулма  çирĕплетнĕ. Паян ертӳçĕсем çул-йĕр тата транспорт ыйтăвĕсене тĕплĕн сӳтсе явнă, ыйтусене татса памалли пирки канашланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ пулса тăрăшнă Михаил Резникова тав тунă. Унăн паха опычĕ малашнехи ĕçре те пысăк вырăн йышăнассине каланă.  Сăмаха май, кăçал 2016-мĕш çул валли федераци хыснинчен çулсем сарма тата тирпейлеме республикăна  4,1 млрд.куçассине палăртнă.  Транспорт министерствин тĕп тĕллевĕ укçа-тенкĕпе перекетлĕ, тухăçлă тăкакланасси. «Эсир палăртнă тытăмăн йывăрлăхĕсем пирки тĕпрен пĕтĕмпех пĕлетĕр. Халăх çул-йĕр строительствин ĕçĕсемпе кăмăлсăр пулнине те ăнланатăр», - тенĕ  Михаил Игнатьев çĕнĕ ертӳçĕне.  «Эсир пуçаруллă, пысăк тавракурăмлă çын. Сирĕн паха опыт ыттисемшĕн тĕслĕх. Шанатпăр, хăвăра шаннă ĕçе таса чунпа, яваплăха туйса пурнăçласса», - тенĕ республика Ертӳçи. Михаил Резников асăннă тытăмра йĕрке тăвассине каланă, пуласлăх валли çирĕп тĕллевсем лартма шантарнă. Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май, Михаил Игнатьев Чăваш Республикин транспорт министрне çĕнĕ ĕçре ăнăçусем суннă.  Тĕплĕнрех

 



03 июня 2016
13:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter