Чăваш Республикинче инвестици климатне лайăхлатассипе ĕçлекен канаш ларăвне регион Ертӳçи Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă

 


Çĕртме уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи инвестици климатне лайăхлатассипе ĕçлекен канаш ларăвне Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă. Лару вăхăтĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Питĕрте иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче Наци рейтингĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнине асăннă,  2016-мĕш çулта Раççей Федерацийĕн  регионĕсен инвестици климачĕн  илĕртӳлĕхне хакланине палăртнă.  Пĕтĕмлетӳ ĕçне хатĕрленĕ чухне бизнес-пĕрлешӳсен сĕнĕвĕсене шута илнĕ. Тĕнчери предпринимательсен 8 проценчĕ вăл 400 пине яхăн çын çак пĕтĕмлетӳ ĕçне хутшăннă.  «Чăваш Енре бизнеса аталанса пыма питĕ меллĕ. Кун пирки предпринимательлĕх сферинче тăрăшакансем çирĕплетсех калаççĕ. Палăртма кăмăллă, енчен те маларахри кăтартусенче Чăваш Республики тăххăрмĕш вырăнта пулнă пулсан, халĕ улттăмĕш вырăна тухни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кун пирки бизнес тытăмĕнче вăй хуракансем пĕр хуччен мар çирĕплетсе каланă. Ку пысăк çитĕнӳ пурсăмăр та пĕрле тăрăшса ĕçленипе пулса пырать», - тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Федераци шайĕнче анчах мар регион хăйĕн ӳсĕмне çирĕплетсе пама пултарчĕ, Атăлçи федераци округĕнче те Тутарстан Республики хыççăн, иккĕмĕш вырăнта тăни çав тери çӳллĕ кăтарту», - тесе асăннă Михаил Игнатьев.  Сăмаха май, республика Ертӳçи ĕçре тăрăшса вăй хуракансене тав сăмахĕсем каланă, малашне те кăтартăва чакарма юраманнине, пурин те тухăçлă ĕçлемеллине çирĕплетсе хăварнă.  Раççей Президенчĕ Владимир Путин хушăвĕсене пурнăçа кĕртсе Чăваш Енре ятарлă ĕçсем те кирлĕ пек шайра пурнăçланса пынине палăртнă вăл.  Ĕçне кура çитĕнӳсем те пысăк. Инвестици проекчĕсем регионта пурнăçа кĕрсе пыни куçкĕретех. Калăпăр, «Экоклинкер» ТМЯО, «Фуджикура»  Volkswagen тата  Skoda Rapid автомашинăсем валли  жгутсем кăларакан Яппунсен компанийĕн Раççейри пĕрремĕш завочĕ,  ВТБ 24 тата ытти хăш-пĕр предприятисем. Кăçал çулла Çĕнĕ Шупашкарта «Чебоксарский домостроительный комбинат» ТМЯО, Канашра «Аурат-СВ» предприяти хута кайнă.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев малашне те инвестици климатне лайăхлатассипе ĕçе кирлĕ пек шайра йĕркелесе пымаллине асăннă: «Влаç органĕсенче тăрăшакансем  çитĕнӳсем тăвассишĕн тăрăшса тухăçлă ĕçлемелле. Ячĕшĕн кăна ĕçлеме юрамасть. Предпринимательсен пуçаруллă ĕçĕсене тĕпе хурса пымалла. Влаç органĕсенче тăрăшакансен тĕп тĕллевĕ – предпринимательсене витĕм кӳресси, кирлĕ пек чухне пулăшупа тивĕçтересси», - тесе каланă вăл сăмаха малалла тăснă май. Кун йĕркине кĕртнĕ тепĕр ыйтусемпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Федерацин налук службин Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Людмила Порфирьева калаçнă.  Владимир Аврелькин Раççей Президенчĕ Владимир Путин сăмахĕсене аса илсе хăварнă. «Бизнеса пулăшни – региона, çĕршыва аталантарма пулăшакан пысăк хăват», - тенĕ вăл. Ĕç клматне хакланă чухне регионсенчи 44 кăтартăва пăхса тухнă.   Республика Ертӳçи  Михаил Игнатьев паянхи пурнăçра конкуренци пысăк пулнине, лăпланса ларма вăхăт çуккине каланă. Экономикăна аталанса пыма çителĕклĕ таран кирлĕ пек пур условисене те йĕркелесе тăратмаллине, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхне вăй илтерсе пымалла тесе уçăмлăн каланă вăл.  Федерацин налук службин Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕн çумĕ Людмила Порфирьева хăйĕн сăмахĕнче патшалăх енчен куçакан пулăшусем пирки ытларах чарăнса тăнă.  Ял хуçалăх пайне витĕм кӳни çинчен Чăваш Республикинче агропромышленноç пайне витĕм кӳни çинчен Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов тĕплĕн каласа хăварнă. Патшалăх тивĕçтерекен пулăшусен виçи пирки чарăнса тăнă. 2015-мĕш çулта экономика енчен çăмăлах мар лару-тăру пулнă пулин те, Чăваш Республикине патшалăх енчен пулăшу туллин куçнине асăннă министр.     2013-2020-мĕш çулсем валли йышăннă программа тухăçлă пулнине каланă вăл сăмаха малалла тăснă май. Ял хуçалăх производствин таварсен калăпăшĕ кулленех ӳссе пырать. 2014-мĕш çулхипе танлаштарсан, 2015-мĕш çулта 12,5 процент чухлĕ пысăкланнă. Атăлçи федераци округĕнче палăртнă кăтартăва пăхас пулсан, чи малта пыракан виçĕ регион шутĕнче тăрать Чăваш Республики, аш-какай, сĕт-çу калăплассипе те Атăл тăрăхне кĕрекен  регионсем хушшинче виççĕмĕш вырăнта.   Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн пĕтĕмлетĕвĕнче паянхи куна илес пулсан, ял хуçалăх пайĕпе ĕçлеме питĕ меллĕ пулнине, бизнес тытăмĕнче тăрăшакансем те çаканах çирĕплетнине пĕлтернĕ.  «Патшалăх паракан пулăшусемпе туллин усă курмалла, анчах та вĕсене тухăçлă ĕçлеме пĕлекен предпринимательсен тивĕçмелле», - тесе çирĕппĕн каланă Михаил Игнатьев. Кун йĕркипе килĕшӳллĕн ытти ыйтусене те пăхса тухнă, кашнинпех тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă. Тĕплĕнрех



30 июня 2016
09:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter